Сывă пурнăçа пăхăнар!

 Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкулти 7 класра вĕренекенсемшĕн тăван литература урокĕ «Эрех – кăра та чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр», - текен ваттисен сăмахĕпе пуçланчĕ. Трубина Мархви çырнă «Хăнаран» хайлава сÿтсе яврĕç ачасем вĕрентекенпе пĕрле. «Эрех сиенĕ пирки эпĕ мĕн шутлатăп», «эрех-сăра мĕн тăвать» тата ытти ыйтусене тишкерчĕç урокра вĕренекенсем. Кашни ачах хăй шухăшне пĕлтерме пултарчĕ. Вĕрентекен «Тухтăр асăрхаттарăвĕсем» ятлă слайдсемпе паллаштарчĕ. «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн», - тесе вĕçлерĕç урока çиччĕмĕшсем.