Уçă сывлăшри вăйăсем

 

          «Эпир спортпа туслă!» - теççĕ хăйсем пирки Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекенсем. Николай Соколов, Валерий Журавлев, Данила Журавлев район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса шкул чысне те хÿтĕлеççĕ. Уйрăмах Николай Соколовăн çăмăл атлетика енĕпе тунă çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ.

           Хальхинче  сывă пурнăç йĕркин уйăхлăхне хутшăнса класс ертÿçи Светлана Никитина ачасемпе уçă сывлăшра «Хăвăртрах! Хаваслăрах! Вăйлăрах!» ăмăрту йĕркелерĕ. «Хăвăн вырăнна туп» вăйăран пуçланчĕ вăл. Алла илнĕ номерсем тăрăх ачасен хăвăрт пĕр йĕркене тăмалла пулчĕ. Хăй вырăнне чи кайран тупнă Александр Сапожников пĕрре те кÿренмерĕ, тепрехинче çаврăнăçуллăрах пулма шантарчĕ çеç.  Çавра мечĕк те хăй хыççăн нумай чуптарчĕ спортсменсене тĕрлĕ вăййа илĕртсе. Татăксенчен «вĕрен те яврĕс». Хĕр ачасен ушкăнĕн кантри вăрăмрах та илемлĕрех пулса тухрĕ. Пур вăййа та хастар хутшăнчĕç ачасем. Юлашкинчен  хытă чупассипе ăмăртрĕç. Кунта Валерий Журавлева çитекенни пулмарĕ. Ăмăртăвăн тĕп парнине те шăпах вăл çĕнсе илчĕ.

       Уçă сывлăшри ăмăрту, тĕрлĕ хускану, савăк вăйă сывлăхшăн усăллине палăртрĕç выляса ĕшеннĕ ачасем пукрав кукăльне ас тивнĕ май.