«Раҫҫей – халăхĕсен килĕ» пĕтĕм Раҫҫейри просветитель диктанчĕ иртрĕ.
2026 ҫулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче пĕрремĕш хут «Раҫҫей – халăхĕсен килĕ» пĕтĕм Раҫҫейри просветитель диктанчĕ иртрĕ. Акци Раҫҫей Федерацин халăхĕсен чĕлхи кунне тата Раҫҫей халăхĕсен пĕрлĕх ҫулне халалланă. Унăн тĕп тĕллевĕ- нумай чĕлхепе усă курнине анлăн аталантарасси, Раҫҫей халăхĕсен чĕлхисене вĕренме кăсăклантарасси тата халăхсем хушшинчи килĕшÿпе туслăха ҫирĕплетесси.
Диктанта ФГБУ «Раҫҫей – халăхĕсен килĕ» тата «Рувики» интернет –энциклопедийĕ ФАДН Раҫҫей пулăшнипе йĕркеленĕ. Диктанта 21 чĕлхепе ҫырма май пулчĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта та акцие хастар хутшăнчĕҫ. Вуннăмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем тата вĕрентекенсем авар чĕлхинчен куҫарнă текста чăвашла тата вырăсла ҫырчĕҫ. Тăван чĕлхе ҫинчен ҫырнă текст пурне те килĕшрĕ.
Тĕнчери халăхсен туслăхĕ – тăнăҫлăхпа ырăхăн никĕсĕ. Пĕр – пĕрне ăнланса, чĕлхесемпе культурăсене хисеплесе пурăсан, ҫĕр ҫинче лăпкăлăх пулĕ. Эпир тĕрлĕрен пулин те, пĕр ҫĕр ҫинче пурăнатпăр, туслăхпа тата пĕрлĕхпе пурăнасси пирĕн тивĕҫ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Каллина О.А.