"Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" уроксем

"Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" уроксем

"Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" уроксем иртрӗҫ

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗ - Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗ. Пирӗн шкулӑн 1-мӗш класӗсенче вӗрентекенсем "Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" уроксем ирттерчӗҫ. Урокра ачасем чӑвашла калаҫма тӑрӑшрӗҫ, сӑвӑсем каласа пачӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, Чӑваш Республикин символӗсемпе те паллашрӗҫ. Уроксем питӗ интереслӗ иртрӗҫ. Ачасем савӑнсах чӑвашла калаҫма тӑрӑшрӗҫ. 

Каласа хӑварас пулать, кӑҫалхи 1-мӗш классем Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн - нумай чӗлхеллӗ классем шутланаҫҫӗ. Ачасем пӗлеве вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та туптама тӑрӑшӗҫ. 

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Путякова Н.А.