«Янăра, тăван сăмахăм - 2026»

«Янăра, тăван сăмахăм - 2026»

Ака уйăхăн 23-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче  «Янăра, тăван сăмахăм - 2026» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалланă çак конкурса ҫулсерен «Чемен» ыркăмăллăх фончĕн ертӱçи,  педагогика наукисен кандидачӗ Николай Алешев пуҫарăвĕпе Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелет. 

«Янăра, тăван сăмахăм - 2026» конкурс 4 ӳсĕм категорийĕпе иртрĕ: 1-4, 5-7, 8-11 классенче вĕренекенсем тата 25 çултан аслисем. Конкурса хутшăнакансем чуна тыткӑнламалла илемлĕ те туйăмлă вуласа хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Ачасем те, аслисем те питĕ пултаруллă пулни палăрчĕ. Ҫӗнтерӳçӗсене Хисеп хучӗсем парса хавхалантарчӗç.

1-4 классенче вĕренекенсем хушшинче Пăлапуç Пашъель вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Мария Казакова, Туça вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Диана Кошкина тата Аслă Чемен вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Владимир Зотов, 5-7 классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче Туça вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Кириллова Дарьяпа Первомайски вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Лев Самакин, аслă класра вĕpeнекенсем хушшинче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче вĕpeнекен Лидия Капитонова çĕнтерýçĕ ятне тивĕç пулчĕç. 25 çyлтан аслăpax ýcĕмрисене те жюри членĕceм пысăк хак пачĕç.

Тӑван чӗлхе уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кӑҫалхи ҫулталӑка халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхне халалланӑ май вĕpeнекенсем чӑваш юрри-ташшисӗр пуҫне Раҫҫейри  ытти халӑхсен ташшипе те савӑнтарчӗҫ.

Ҫакӑн пек уявсем туса ирттерни ачасене тӑван чӗлхе илемне туйма, пултарулӑхне аталантарма, сӑвӑ ҫырас-вулас туртӑмне вӑйлатма пулӑшасса шанас килет.

Фотогалерея