Аслӑ Арапуҫ вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем-2026» сăвă конкурсĕ иртрĕ

Аслӑ Арапуҫ вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем-2026» сăвă конкурсĕ иртрĕ

2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем-2026» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Конкурса пурĕ 55 вĕренекен  хутшăнчĕ. 

Малтанласа кӗскен ентешӗмӗрӗн кун-çулӗ, пултарулӑхӗ çинчен каласа хӑвармалла. 

Чăваш халăх поэчĕ Митта Ваҫлейӗ (Митта Василий Егорович) 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 

Ялти шкула пӗтерсен Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, литература ӗçӗпе хавхаланнӑ. Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиокомитетра, кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ. 

1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестлесе Красноярск енне ссылка янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕр-шывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1955-1957 ҫулсенче – литконсультант, «Тӑван Атӑл» альманахӑн яваплӑ секретарӗ пулса ĕҫленĕ. 1956 çулта Василий Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.

Ентешӗмӗр ӗçӗсене пӗлмен çын çук та пулӗ. Тӑван  халӑхӑмӑршӑн вӑл чунне парса ӗçленӗ. 

Паянхи Митта Ваҫлейне халалланă конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче виҫĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç: 

«Митта Ваҫлей сăввисем» (чăвашла тата вырăсла вуласси) номинацире -

3-4 классем хушшинче - Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Путяков  Дмитрийпе Хитров Никита палăрчĕç (ертÿçи- Васильева О.В.);

5-7 классем хушшинче  Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче  6-мĕш класра вĕренекен Рубцова Яна (ертÿçи – Н.А. Путякова), Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 6-мӗш класра вĕренекен Краснова Софья (ертÿçи – Е.Ф. Сорокина) çĕнтерчĕç;

8-10-мĕш классем хушшинче - Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулĕнче  11–мĕш класра вĕренекен Цыганова София (ертÿçи – Т.Ф. Дмиртиева), Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен  Макарова Ангелина (ертÿçи – Селиверстрова Э.И.) çĕнтерчĕç.

«Митта Ваҫлей ентешĕсен сăввисем» номинацире В.И. Давыдов-Анатри, Н.А.Исмуков сăввисем янăрарĕç. Малти вырăна çĕнсе илекенсем:

3-4 классем хушшинче - Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ларев Николай (ертÿçи – Тихонова И.В.).

5-7 классем хушшинче  - Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулта 6-мĕш класра вĕренекен  Карзакова  Яна (ертÿçи – Родионова Р.В.), Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 6-мӗш класра вĕренекен Самакин Лев (ертÿçи – Е.Ф. Сорокина), Сăкăт вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ю. Мердина (ертÿçи – Е.В.Анюрова) 

8-11-мĕш классем хушшинче - Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен  Игнатьева Софья (ертÿçи – Селиверстрова Э.И.).

Çĕнтерÿçĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн «Информаципе методика центрĕн» методисчĕ Л.Н. Титовапа Патăрьел тăрăхĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Кулакова хисеп хучĕсемпе чысларĕç, муниципалитет шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕшĕн Первомайски шкул администрацине тав турĕç.

Юлашкинчен ҫĕнтерӱҫĕсем хӑйсен пултарулӑхне сцена çинче пурин умĕнче те тепĕр хут кăтартрĕҫ. Первомайски вăтам шкулĕнче вĕренекен маттур ачасем Митта Ваҫлейĕн тата çак ялтан тухнă мухтавлă поэтăмăрсен - В.И. Давыдов-Анатрипе Н. Исмуковӑн сăввисене чуна тивмелле вуласа пачӗç. 

Мероприяти питӗ тухӑçлӑ иртрӗ. Пурне те тав!  


Фотогалерея