Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçине саламлатпăр

Упрар тăван чĕлхемĕре»  оратор ăсталăхĕ конкурсĕн çĕнтерӳçине саламлатпăр

Раççей Федерацийĕнчи халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхӑрӗ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-мĕшпе 6-мĕш классенче вĕренекен 42 ача ача хутшăнчĕ. 

6-мĕш классра вӗренекенсем хушшинче Патăрьел тăрăхĕчи Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче ӑс пухакан Майрукова Мария çĕнтерӱçĕ пулса тăчĕ, вӗрентекенӗ – Пестрова И.И. Марийӑпа вӗрентекенне саламлатпăр, малалла та çитĕнӱсем тума сунатпăр.