2024 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем «Чӑваш халӑх йӑли-йӗрки урлӑ шкул ачисен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет культурине аталантарасси» темӑпа иртекен семинара пухăнчĕç.
Паянхи шкул ачин тăван чĕлхене вĕренес туртăм ӳстӗр, унӑн ăс-тăнĕнче чĕлхене тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен кăсăклантарма пĕлес пулать. Халăх культурипе историйӗ, йӑли-йӗркисем урлӑ ачасене чӗлхене хисеплеме вĕрентесси кашни вӗрентекен тивӗҫӗ. Ҫак ыйтусене сӳтсе яврӗҫ вӗрентекенсем паянхи канашлура.
Хӑнасене Л. Хадарова шкул директорĕпе Г. Генералова чăваш чĕлхине вĕpeнтекен хапăл туса кĕтсе илчĕç, шкул тăpăx экскурси турӗҫ. Унтан семинар ĕçĕ пуçланчĕ, 7-мӗш класра вӗренекенсем пухӑннисене тӗрлӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ çинчен каласа пачӗҫ, ку е вӑл апата еплерех хатӗрленине ӑнлантарчӗҫ. Галина Петровна вӗрентекен хăйĕн ĕҫ опычĕпе паллаштарчĕ.
Малалла хутран касса кӑларнă чӑваш пикин тумне тӗрлӗ сӑрӑпа капӑрлатрӗҫ, "вӑййа тухма" хатӗрлерӗҫ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ чӑваш юррине шӑратрӗҫ вӗрентекенсем.
Семинарӑн тепӗр ӑсталӑх класӗ- чӑваш халӑхӗн техӗмлӗ ҫимӗҫне - хуран куклине хатӗрлесси пулчĕ. Питӗ хавхаланса ӗҫлерӗҫ семинара пухӑннисем.
Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Методика пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Светлана Кулакова хуçaсене паянхи семинара çýллĕ шайра хатĕpлесе ирттернĕ ятпа саламларĕ, ҫитес вăхăтра туса ирттермелли ĕҫсем ҫинче чарăнса тăчĕ.
Семинара ҫавăн пекех информаципеметодика центрӗн методисчӗ Л. Титова çывăx вăxăтра пулса иртмелли республика шайĕнчи тăван чĕлхесен олимпиадин муниципалитет тапpăpне ачасене явăҫтармаллине тепĕр хут аса илтерчĕ, паянхи семинар пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕ.