Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ.

Мӗн чухлӗ пурӑнатпӑр эпир чӑвашсем, ҫавӑн чухлӗ эсӗ те пулан пирӗнпе.

Чӑваш халӑх поэчӗ С. Асамат.

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пирӗн мухтавлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа125 ҫул ҫитет. Пӗр ӗмӗр каялла ку тӗнчерен кайнӑ Ҫеҫпӗл Мишши чӑн чӑваш чӗринче яланах ҫутӑ сӑнар пулса упранать. Акӑ юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл Ҫеҫпӗл ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн чӗнӗвне асра тытса пурӑнакан пултаруллӑ чӑвашсене пухрӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ. Кунта вилӗмсӗр сӑвӑҫӑн эткерлӗхӗпе ҫыхӑннӑ чылай паха япала упранать. Музей ертӳҫи Алина Николаевна  Волкова Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗ, вӗрентекенсен ыйтӑвӗсем ҫине те тулли хурав пачӗ. Музей ҫывӑхӗнчи паркра вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечексем хунӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем поэт ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче те пулчӗҫ.

"Музей алӑкӗ пӗрре те хупӑ тӑмасть, таҫтан та, тӗрлӗ ҫӗртен хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ, ачасемпе уҫӑ уроксем те тӑтӑш ирттеретпӗр" – пӗлтерчӗҫ музей ӗҫченӗсем.  Аслӑ поэтӑмӑра халӑх сума суни савӑнтарать. Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!

Фотогалерея