Чăваш чĕлхи кунне, Раҫҫей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикинчи Экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлес ҫулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акцие Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пур вӗренӳ учреждени, воспитательсем, вӗрентекенсем, ашшӗ -амӑшӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Акцин тĕп тĕллевĕ- чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Килтен хутшӑнакансем радио, интернет, телевидени урлӑ итлесе ҫырма май тупрĕҫ. Ҫемен Элкер ҫырнӑ "Чӑваш вӑрманӗ" текст шухӑшĕпе те, содержани тĕлĕшĕнчен те пурне те килĕшрĕ. Пурӗ 759 - ӑн ҫырнӑ.
Акци усăллă та тухăҫлă иртрĕ.