Сымова Р. - «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн призерĕ

Сымова Р. - «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсĕн призерĕ


Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче хутшăннă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ҫирĕм пĕр ача хушшинче иккĕшĕ иккĕмĕш тапхăра хутшăнма тивĕҫ пулнăччĕ, Герасимова Е. (Нăрваш Шăхаль тĕп шкулĕ, 5 класс) тата Сымова Р. (Турхан вăтам шкулĕ, 6 класс).

Муниципалитет шайĕнче мала тухнă 60 ача тивĕҫ пулнă республика шайĕнчи конкурса кайма. Вĕсен шутĕнче Пушкăр Республикин, Тутар Республикин, Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен 10 ача пулчĕ.

Конкурса хутшăнакан ачан йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе хăй суйласа илнĕ темăна уçса памалла пулнă. Текста пăхса вуламасăр каласа пама пĕлмелле.

Патăрьел округĕнчи Турхан вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Сымова Р. (ертӱҫи Сымова О.А.), республика шайĕнчи конкурсран призер пулса таврăнчĕ.

Саламлатпăр! Малашнехи конкурссенче те хутшăнма ăнăçу сунатпăр!