«Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ

«Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ




Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Геннадий Айхи поэзине юратакансем Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, учитель кил-йышĕнче çуралнă. Г. Айхи –Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.

Кăçалхи конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ. Конкурса пурĕ 71 вĕренекен хутшăнчĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттуррисенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:


«Г. Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси» номинацире:

- Майрукова М., Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Бородкина И.В.);

- Игнатьева С., Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Селиверстрова Э.И.);

- Немцева А., Тури Туçа вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Козлова И.А.).


«Чăваш поэчĕсен Çемье çулталăкне тата Экологи культурин çулталăкне халалласа çырнă сăввисене чăвашла вуласси» номинацире:

- Елимов И., Г. Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулта 3-мĕш классра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Ершова Н.П.);

- Герасимова Е., Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Л.В.);

- Макарова А., Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Селиверстрова Э.И.)

Конкурсăн çĕнтерÿçисем тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă сăвă вулакансем Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.

Вĕрентÿ управленийĕн информаципе методика центрĕн специалисчĕ Л.Н. Титова муниципалитет шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе тивĕçлĕ шайра ирттерсе янăшăн К.В. Иванова шкул директорне тата М. И. Мадюковапа Т.И. Ершова чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕ.


Фотогалерея