Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2024

Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2024




Патӑрьел муниципалитет округӗн Нӑрваш Шӑхаль вăтам шкулĕнче республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2024» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен вун тӑхӑр педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ.

Фестивале Раççейри ҫемье, Чӑваш Республикинчи экологи çулталăкне халалланă.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси, чи пултаруллине, чи лайӑххине палӑртасси.

Хăнасене Нăpваш Шӑхаль шкулӗнчи ӑста купӑсҫӑсем илемлӗ кӗвӗ-ҫемӗ шӑрантарса кĕтсе илни хавхалану туйӑмӗ ҫуратрӗ.

Вĕрентекенсем тӗрлӗ класра уҫӑ уроксем пачӗç, класс сехечĕсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерчĕç.

Ӑмӑртӑва хутшăнакансен урокӗсем пурин те ҫӳллӗ шайра иртнӗрен ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ.

Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Алексеевна Каллина ҫак ята пур енлӗ тивӗҫрӗ. Вăл округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.

Ытти номинацисене вара ҫак вĕрентекенсем тивĕҫ пулчĕҫ:

«Класс тулашĕнчи пĕpлештернĕ чи лайӑх мероприяти» номинаци çĕнтерýçисем – Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕрентекен Л.В. Павловăпа П.Н. Лаврентьева тата Н.Н. Алексеев пулчĕҫ;

«Пĕpлештернĕ чи лайӑх урок» номинаци çĕнтерýçисем – Аслă Чемен вăтам шкулĕнче вĕрентекенсем – Э.И. Селиверстровăпа А.Л. Сергеева;

«Чи лайăх чăваш чĕлхи урокĕ» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕрентекен Е. С. Перепелкина, призерĕ - Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче вĕрентекен - И. И. Пестрова;

«Чи лайăх чăваш литаратури урокĕ» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Турхан вăтам шкулĕнче вĕрентекен В.А. Самарина, призерĕсем – Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕрентекен Н.Н. Осипова, Патăрьелĕнчи каҫхи шкулта вĕрентекен Г.Ф. Хлебникова;

«Класс тулашĕнчи чи лайӑх мероприяти» номинаци çĕнтерýçи – Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулта вĕрентекен О.А. Каллина, призерĕсем – Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕрентекен И. А. Козлова, Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулěнчи М. И. Ивановăпа, Т. Ф. Дмитриева вĕрентекенсем, Кивĕ Ахпӱрт тĕп пĕлӱ паракан шкулĕнче вĕрентекен М. И. Табакова, Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче вĕpeнтекен Т. И. Ершова;

«Чи лайӑх меслетлĕх лаҫҫи» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕрентекен П. Кулакова;

«Чи лайăх ăcталăх класĕ» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Пăлапуç Пашъел вăтам шкулĕнче вĕрентекен С. П. Никитина;

«Чĕреме ачасене паратăп» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕрентекен Путякова Н. А.

Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсене саламласа малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Фотогалерея