Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Хирти Пикшикри вăтам шкулта «Класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне ÿстерни» темăпа семинара хутшăнчĕç.
Семинара районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертӱҫи С.П. Кулакова ертсе пычĕ.
Паянхи кун учителĕн пурнăç уттинчен кая юлмасăр вĕрентÿ ĕçĕнче аталанса пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса ĕçлеме пĕлмелле. Çĕнĕ методика кăтартăвĕсемпе тĕрĕс усă курса хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсен те, уроксен те тухăçлăхĕ пысăкрах. Çакă ачасене тĕрлĕ предметсен хушшинчи çыхăнăва туйма, чухлама, тĕпчеме май парать. Шăпах тăван чĕлхене вĕрентмелли çакнашкал мелсем çинчен, чăваш йăли-йĕркисемпе ытларах паллаштарса пымалли пирки калаçрĕç Хирти Пикшикри вăтам шкулта паян. Çитĕнӱсемпе йывăрлăхсене сӱтсе яврĕç.
Чăваш чĕлхи вĕрентекен И. И. Пестрова класс тулашĕнче ирттерекен ĕçсем ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсем пулни ҫинче чарăнса тăчĕ, хăйĕн ĕҫ опычĕпе паллаштарчĕ.
Семинар шкул музейĕнчи экскурсинчен пуҫланчĕ. Çамрăк экскурсоведсем кашни стенд, тĕрлĕ экспонат ҫинчен тĕплĕн каласа пани кăмăла кайрĕ. Çавăн пекех ачасен ал ĕҫĕсен куравĕ куҫа илĕртрĕ.
Вĕренекенсем «Никама та манман нимĕн те манăҫман» ҫар мухтавĕн кĕтесĕ, паттăр парти, Сăр тата Хусан хӱтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрла ĕҫĕсем ҫинчен каласа панисем кашнин чунне хускатрĕҫ.
Вăтам класри ачасем Ирина Ивановна пуҫарăвĕпе хатĕрленĕ чăвашла сценка выляса кăтартрĕҫ. «Мерчен» фольклор ушкăнĕ вара - чăн-чăн чăвашлăх илемĕ. Пĕчĕк артистсен ҫи-пуҫĕ, хăйсене сцена ҫинче тыткалама пĕлни, хавхаланса юрлани-ташлани, пурне те питĕ килĕшрĕ. Çак ушкăнра чăваш ачисемпе пĕрле тутар ачисем те савăнсах чăваш юррисене шăрантарни уйрăмах тĕлĕнтерчĕ.
Юлашкинчен семинар ĕҫне пĕтĕмлетрĕҫ. Тури Туҫа вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Е.С. Перепелкина И.И. Пестровăн тăрăшулăхне хак пачĕ, унăн вĕренекенĕсем чĕлхене юратнине, вĕсем муниципалитет, республика шайĕнчи олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннинче курма пулнине каларĕ. Методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи С. П. Кулакова ҫитес вăхăтра туса ирттермелли ĕҫсем ҫинче чарăнса тăчĕ.
Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн тĕп специалисчĕ Л.Н. Титова паянхи мероприяти пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕ, семинара тĕплĕн хатĕрленсе ҫӱллĕ шайра ирттернĕшĕн шкул администрацине, вĕрентекенсене тав турĕ.