Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ

Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ




2023 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Патăрьел тăрăхӗнчи шкулсенчен кăçал конкурса 77 вĕренекен хутшăнчĕ.

Малтанласа кӗскен ентешӗмӗрӗн кун-çулӗ, пултарулӑхӗ çинчен каласа хӑвармалла.

Чăваш халăх поэчĕ Митта Ваҫлейӗ (Митта Василий Егорович) 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкула пӗтерсен Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, литература ӗçӗпе хавхаланнӑ. Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиокомитетра, кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.

1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск енне ссылка янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕр-шывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1955-1957 ҫулсенче – литконсультант, «Тӑван Атӑл» альманахӑн яваплӑ секретарӗ пулса ĕҫленĕ. 1956 çулта Василий Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.

Ентешӗмӗр ӗçӗсене пӗлмен çын çук та пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑршӑн вӑл чунне парса ӗçленӗ.

Паянхи Митта Ваҫлейне халалланă конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче виҫĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:

1. «Митта Ваҫлей сăввисем» (чăвашла тата вырăсла вуласси) номинацире -

3-4 классем хушшинче Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулĕнче 4–мĕш класра вĕренекен Г.Шайметов (ертÿçи – Е.М.Николаева), Турхан вăтам шкулĕнче 3–мĕш класра вĕренекен А.Марышкин (ертÿçи – О.М.Купцова), Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче 3–мĕш класра вĕренекен И.Калмыкова тата И.Шакирова (ертÿçи – Л.Д.Данилова), Э.З. Феизов профессор ячĕпе хисепленекен Шăнкăртам вăтам шкулĕнче 4–мĕш класра вĕренекен Р.Шамбазова (ертÿçи – Г.М. Масяева) палăрчĕҫ.

5-7 классем хушшинче Сăкăт вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен В.Гусарова (ертÿçи – А.В.Анюрова), Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Д.Дмитриева (ертÿçи – Р.В.Родионова), Турхан вăтам шкулĕнче 6–мĕш класра вĕренекен С.Николаева (ертÿçи –О.А.Сымова ) тата М.Васильева (ертÿçи – В.А.Самарина) çĕнтерчĕç.

8-10-мĕш классем хушшинче - Пăлапуç Пашъел вăтам шкулĕнче 10–мĕш класра вĕренекен А.Бахитова (ертÿçи – И.В.Матюшкина), Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче 10–мĕш класра вĕренекен А.Иванов (ертÿçи – Н.А.Путякова), Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 9-мӗш класра вĕренекен Ф.Сидоров (ертÿçи –Е.Ф. Сорокина).


2. «Митта Ваҫлей ентешĕсен сăввисем» номинацире В.И. Давыдов-Анатри,

Н.А.Исмуков сăввисем янăрарĕç. Малти вырăна çĕнсе илекенсем:

3-4 классем хушшинче - Турхан вăтам шкулĕнче 4–мĕш класра вĕренекен К.Вавилова (ертÿçи – Т.П.Раевская);

Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 7-мӗщ класра вĕренекен К.Пашкин (ертÿçи – Е.Ф.Сорокина), 5-мӗш класра вĕренекен Викторова Ангелина (ертÿçи – Селиванова А.И.), Сăкăт вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Ю.Мердина (ертÿçи – Е.В.Анюрова), Ишлĕ Шетмĕ тĕп пĕлÿ паракан шкулти 5-мĕш класра вĕренекен М.Едифанова (ертÿçи – С.В.Едифанова);

8-11-мĕш классем хушшинче - Пăлапуç Пашъел вăтам шкулĕнче 8–мĕш класра вĕренекен Е.Агашева (ертÿçи –С.П. Никитина), Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулĕнче 9–мĕш класра вĕренекен Я.Головина (ертÿçи – Т.Ф.Дмиртиева).


3. «Митта Ваҫлей произведенийĕсем тăрăх ӱкернĕ видеороликсем» номинаци çĕнтерӱçисем:

5-7 классем хушшинче - Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 7–мĕш класра вĕренекен И.Иванова (ертÿçи – С.П.Кулакова);

8-11-мĕш классем хушшинче – Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 11-мӗш класра вĕренекен И.Савинов (ертÿçи – В.Н.Савинова), Тури Туçа вăтам шкулĕнче 8–мĕш класра вĕренекен Д.Горшков (ертÿçи – И.А.Козлова).

Çĕнтерÿçĕсене Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ информаципе методика центрĕн тĕп специалисчĕ Л.Н. Титова Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, муниципалитет шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕшĕн шкул директорне В.С.Чернышова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене - В.Н. Савиновӑна, Е.Ф. Сорокинӑна, А.И. Селивановӑна тав турĕ.

Юлашкинчен ҫĕнтерӱҫĕсем хӑйсен пултарулӑхне пурин умĕнче те тепĕр хут кăтартрĕҫ, М.И Иванова тата С.П. Никитина вĕрентекенсем Митта Ваҫлее халалласа ҫырнă сăввисене чуна тивмелле вуласа пачӗç.

Мероприяти питӗ тухӑçлӑ иртрӗ. Пурне те тав!





Фотогалерея