Авӑн уйӑхӗн 30- мӗшӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Чӗмпӗр хулинче пулчӗҫ. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн комплексӗпе паллашрӗҫ, «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра экскурси ирттерчӗҫ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ — И. Я. Яковлев тăрăшнипе 1868 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уҫӑлнӑ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ятсемпе паллă пулнă. И. Я. Яковлев чи малтанах хăй вĕрентсе ăс панă çамрăксенчен халăха вĕрентекенсене хатĕрлес тесе тăрăшнă. Çакă унăн пĕрремĕш тĕллевĕ пулнă.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Чӗмпӗр хулинче
