Кăçалхи чăваш чĕлхипе литератури вунă кунлăхне Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче
Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн Педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне, Чăваш Республикнчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалларĕç.
Светлана Никитина, Ирина Матюшкина чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, класс ертÿçисем ачасем валли планпа килĕшÿллĕн кăсăклă та усăллă мероприятисем ирттерчĕç.
Елена Иванова библиотекарь «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» кĕнеке выставки йĕркелерĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнче Светлана Никитина вĕрентекен «И.Я.Яковлев – чăваш Улăпĕ» стенд хатĕрлерĕ. Ачасене кăсăклантаракан материал нумай пулчĕ. Унти ĕçсемпе ачасем викторина, олимпиада, тĕрлĕ пуç ватмăш ыйтăвĕсене хуравланă е хăйсем хатĕрленĕ чух та усă курчĕç.
5-6-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем, аппликацисем, ытти пултарулăх ĕçĕсем хатĕрлерĕç. Уйрăмах 5-мĕш класри Алина Васильева, Валерий Чебоксаров, Максим Артемьев, Антон Шайманов, 6 класри София Степанова, Маргарита Максимова, Данил Выросов, Диана Сатарова хастар пулнине палăртса хăварас килет.
Светлана Никитина, Вероника Бахитова вĕрентекенсем, Елена Максимова директор советникĕ ертсе пынипе шкулти «Премьера» театр ушкăнĕнчи ачасем Г.Кириллов хайлавĕ тăрăх «Йытăпа сунарçă» спектакль хатĕрлерĕç, шкул театрĕсен «Асам» республика фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсне хутшăнчĕç. Рольсене Диана Сатарова, София Степанова, Маргарита Максимова (6 класс), Александр Ларев, Зот Степанов, Никифор Васильев, Николай Иванов, Артем Тихонов (8 класс) ăста вылярĕç. Çавăн пекех 1-8 классенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсемпе юмахĕсем тăрăх инсценировкăсем лартса пачĕç. Ăса вĕрентекен хайлавсем тăрăх лартнă сценкăсем ачасенче ырă туйăм çуратрĕç, артистсем хăйсен ролĕсене ăста выляни савăнтарчĕ.
5-6 класра вĕренекенсем Иван Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт» кĕнеки тăрăх ирттернĕ вулав конференцине , «Яковлев Халалĕ» вулав сехетне хутшăнчĕç. 5-8 класра вĕренекенсем çавăн пекех «Тăван сăмах, тăван йăла ан манăçчăр нихçан»» станцисем тăрăх йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййине килĕштерчĕç. Кунта 8,6 класс ачисене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.
Республика шайĕнче иртекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп!» акцие те хастар хутшăнчĕç вĕренекенсем, хăйсем тăван чăваш чĕлхине юратнине çирĕплетрĕç. Ку акци шкулта та иртрĕ, çавана май ачасем, вĕрентекенсем пĕр-пĕрне чăвашла сывлăх сунма тăрăшрĕç, тăван чĕлхепе калаçрĕç.
9,11 класра вĕренекенсем «Тăван чĕлхем çинчен эп кайрăм» шухăша эссе çырса хăйсен шухăшĕсене уçса пачĕç. Тăван чĕлхе хакĕпе пĕлтерĕшĕ, пуласлахĕ çинчен сăмах хускатрĕç.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун пирĕн Улăпăмăр И.Я.Яковлев çуралнă. Ирина Матюшкина, Светлана Никитина вĕрентекенсем ертсе пынипе 5-9 класс вӗренекенӗсем Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа "Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе!" мероприяти ирттерчӗҫ. Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗллӗ мероприятинче тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ. Вĕрентекенсем ачасене чӗлхемӗр питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл епле пуян та ҫепӗҫ, янӑравлине ӑнлантарса пачӗç.
Çак кун ачасем И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен ЧППУ ирттерекен «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» тата çак университетри муйзей йĕркеленĕ « И.Я.Яковлев – мухтавлă педагог, çутта кăларакн» онлайн олимпиадăсене те хутшăнчĕç. Уйрăмах 5,6,7,9 класс ачисем хастар пулнине каласа хăвармалла.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче шкулти 10 вĕрентекенпе, 36 вĕренекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие хутшăнса тăван чĕлхене хисепленине, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетрĕç. Диктант тексчĕ валли Юхма Мишшин хайлавĕнчи И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен çырнă йĕркесене илнĕ. Унпа диктант çыракансем кăмăлласах паллашрĕç. Вĕрентекенсем пурте «5» паллă илни тата диктант çыракансем хушшшинче вĕсен йышĕ ÿсни савăнтарчĕ. Вĕренекенсем хушшинче вара чи маттуррисем çаксем пулчĕç: София Степанова (6 класс), Ева Агашева (7 класс), Людмила Пудовкина, Валентина Соколова (8 класс), Лидия Александрова, Анастасия Бахитова, Елизавета Казакова (9) класс). «5» паллă илекенсем пурĕ 17 çын, «4» паллă илекенсем те 17-ĕн.
Мероприятисене хатĕрленсе, хутшăнса ачасем тавра курăмне ăнлăлатрĕç, пултарулăхне аталантарчĕç. Вĕсем вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă та кăсăклă иртрĕç.