«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2023» акцине 610 ҫын хутшăнчĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2023» акцине 610 ҫын хутшăнчĕ.


Чăваш чĕлхи кунне халалласа çулсерен Пĕтĕм чăваш диктантне çырас йăла çирĕпленнĕ ěнтě.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсенчи 670 вĕренекенпе вĕрентекен, ашшě-амăшěсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2023» акцине хутшăнса диктант ҫырчĕҫ.

Диктанта чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

«Пиллĕк» паллă илнисем кăçалхи çул 193 пулчĕç, «тăваттă» илнисен шучě вара – 438 ҫын.