"Голос школы"-"Пирӗн сасӑ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗ тухрӗ

"Голос школы"-"Пирӗн сасӑ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗ тухрӗ


"Медиацентр" кружок членӗсем, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Марина Ивановна Иванова ертсе пынипе, "Голос школы-"Пирӗн сасӑ" электрон хаҫатӑн  черетлӗ номерне кӑларчӗҫ.

Ку хутӗнче хаҫат  Аслӑ вӗрентекенӗмӗр  Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнӑ  ятпа тухрӗ.  Чӑваш шкулӗсем уҫакан, пӗрремӗш букварь кӑларакан, алфавит йӗркелекен просветитель ӗҫ-хӗлне хаҫатра  пӗтӗмӗшле ҫутатса пама тӑрӑшрӑмӑр.  Ачасене Чӑваш Улӑпӗн ҫемйи, ачисемпе мӑнукӗсем тата кӗҫӗн мӑнукӗсем ҫинчен тӗпчесе пӗлме уйрӑмах интереслӗ пулчӗ.  Кунсӑр пуҫне, вӗренекенсем Иван Яковлев патне ҫыру ҫырчӗҫ, ӳкерчӗксемпе кроссвордсем ӑсталарӗҫ, "Чӑваш халӑхне" панӑ халала ӑса хыврӗҫ. Ҫак ӗҫсене пӗтӗмпех хаҫатра ҫутатса патӑмӑр та ӗнтӗ.

Фоторепортаж(Первоисточник : МБОУ "Батыревская СОШ №2")