И.Я. Яковлев-175 ҫул «Эпир Улӑп йӑхĕнчен»



Ака уйӑхĕн 13 - мĕшĕнче Упири Культура ҫуртĕнче​ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ​ «Эпир Улăп йăхĕнчен» ача – пӑчасен регионсем хушшинчи​ фольклор фестивалĕ иртрĕ. Йĕркелÿҫисем- районти вĕрентÿ пайĕпе Упири вӑтам шкул пулчĕ.

​ ​ Фестиваль - И. Я. Яковлев пултарулӑх еткерлӗхне вӗренесси, фольклор пултарулӑхне явӑҫтарассине тӗпе хурса шкул коллективӗсене тупса палӑртасси тата аталантарасси, чӑвашсен йӑлана кӗнӗ культурине упраса хӑварасси, ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси тата ҫӗнетесси,​ наци йӑли-йӗркисене упрасси тата аталантарасси, халӑхсен культура пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине ҫирӗплетесси тĕллевпе иртрĕ.

​ ​ Хӑнасем фойере йĕркеленĕ чӑваш наци эрешĕсемлĕ ал ĕҫĕн куравĕпе паллашма пултарчĕҫ.

​ ​ ​ Уява Упири вӑтам шкул​ директорĕ Сергей Агафонович​ Молгачев уҫса тараватлӑ Упи тӑрӑхне килнишĕн хутшӑнакансене тав сӑмхĕсене пĕлтерчĕ, кашнине ӑнӑҫусем сунчĕ.

​ ​ ​ «Сувар» хаҫатӑн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова та чӑваш чĕлхине манмалла маррине, таҫта аякра пурӑнсан та калаҫмаллине чун витĕр каларĕ. Хӑш-пĕри мĕн тума кирлĕ тесен те, йӑнӑшаҫҫĕ. Ашшĕ-амӑшĕсем те «мухтанаҫҫĕ» ачи вырӑсла пупленишĕн. Çакӑ питĕ хурлантарать те.

​ ​ ​ Хутшӑнакансем те районти шкулĕсем те ҫеҫ мар, ​ кÿршĕ регионсенчен те килсе ҫитнĕ. Çĕпрел районĕнчи - Çĕне Упи, Упи, Хурӑнвар-Шӑхаль,​ Хулаҫырми, Чӑваш Çĕпрел, Кивĕ Çĕпрелĕнчи 1- шкулпа нумай профиллĕ лицей тата пуҫламӑш шкул –ача сачĕ, Анат Чакӑ, Кивĕ Шемĕршел, Алешкин Саплӑк, Кивĕ Тӑванъел пуҫламӑш шкул –ача сачĕ, Çĕнĕ Йĕлмел, Матак шкулĕсем, Пӑва районĕнчи Кушникри вӑтам, Чӑваш Киштекри тĕп шкул, Патӑрьел муниципаллӑ округĕнчи Патӑрьелĕнчи 1- мĕшпе Алманчӑри тĕп шкулсем, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӑнчи Пӑчӑрлӑ Пашьелĕнчен, Чĕмпĕр облаҫĕнчи Чӑнлӑ районĕнчи Кивĕ Улхашран пултаруллӑ вĕренекенсем пуҫтарӑннӑ.

​ ​ Фестиваль пурĕ 5 номинаципе, тĕрлĕ ушкӑнра 7 -17 ҫулхи ÿсĕмрисем ​ хушшинче иртрĕ.

​ «Халӑх театрĕ» номинацире - улах каҫне, пир ҫапнине, выртмара, салтака ӑсатни, ҫимĕк уявĕ, юмӑҫ пӑхни , чӑваш вӑййи – уявсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕҫ.

«Драматурги» номинацире Иван Яковлев произведенийĕсем тӑрӑх сцена ҫинчи ӑсталӑхне - лаша шырани, сармантей, уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури , Яковлев халалĕ - кӑтартса тĕлĕнтерчĕҫ.

Ҫаплах «Вокал», «Фольклор, «Халӑх ташши» номинацире те пултӑклӑ та пултаруллӑ вĕренекенсем пурри савӑнтарчĕ.

Жюри пайташĕсем – «Сувар» хаҫатӑн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова, ​ Çĕпрел районĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Светлана Ларионова, Чĕмпĕрте пурӑнакан хастар таврапĕлÿҫĕ ​ Владимир Ярухин, Упи ялĕнчи вулавӑш ĕҫченĕ Ирина Павлова - тивĕҫлĕ хак пачĕҫ.

​ Фестиваль вӑраха тӑсӑлчĕ пулин те, чи​ кĕтнĕ саманчĕ пултаруллисене чысласси пулчĕ. Кашни хутшӑнакана Хисеп хучĕсемпе, малти виҫĕ вырӑна тухнисене Диплом парса чысларĕҫ, чи маттурисем вара Гран- при илме тивĕҫрĕҫ.

​ ​ ​ Ентешĕн - Валентина Тараватӑн ​ аллинчен​ кĕнекесем илме хӑйĕх пĕр чыс пулчех-тĕр. Уяв саманчĕсем нумайччен асра юлĕҫ. Малашне те фестивалĕн пуласлӑхĕ пуласса, сÿнмессе шанатпӑр.