«Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» литература сехечĕ

«Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» литература сехечĕ



Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ! Шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ку эрнене чăваш халăхĕн сумлă Улăпне Иван Яковлевич Яковлев 175 çул тултарнине халалларĕç. Чăвашсен паллă просветительне халалланă эрне ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланать те 27-мĕшĕнче вĕçленет.

Чăвашсене çутта кăларакан чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн сумлă ĕçĕм çинчен чăвашра пĕлмен çын та çук пулĕ. Унăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ. Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех аслă вĕрентекен ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, ун çинчен калаçаççĕ.

Эпир те, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта пултарулăх студине çÿрекен ачасемпе ертÿçисем, чăваш чĕлхин пĕрремĕш кунне литература сехечĕпе пуçлас терĕмĕр. Уява сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Степанов Владимир Геннадьевич - Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн çумӗ, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ; Рудольф Васильевич Селиванов - Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ; Николай Антонович Тинюков - Патӑрьел муниципалитет округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ; Рубцова Ирина Петровна - вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн начальникӗ. Пултарулăх ушкăнĕ хăнасене, шкул ачисене аслă патриархăн кун-çулĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене аса илтерес тĕллевпе шкул сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Иван Яковлевич Яковлев (сăнара калăплаканĕ 9 класс ачи Иванов А.) букваре кĕнĕ хайлавсем еплерех çуралнине каласа пачĕ, 7-мĕш класра вĕренекенсем вара писателĕн «Лаша шырани» хайлавĕ тăрăх инсценировка кăтартса пачĕç. 6-мĕш класс ачисем Иван Яковлев пултарулăхĕн никĕсĕ фольклор пулнине палăртса «Пир çапни» йăла кăтартса пачĕç, чăваш халăх юррине юрласа савăнтарчĕç. 2а класс ачисем чăваш ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Прискина А. (6-мĕш класра вĕренекен) вара чăваш сăввине шăрантарчĕ. Пултарулăх ушкăнĕ «Чăваш халăхне панă халал» сыпăкĕсене каласа пурнăçра мĕнлерех пулмаллине аса илтерсе хăварчĕç.

Иван Яковлевич Яковлевăн «Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук!» каларăшĕ вара литература сехечĕн эпиграфĕ пулса тăчĕ.

Халăх пултарулăхĕн студи ертÿçисем Путякова Н.А., Селиванова И.П., Толстова Т.А.





Фотогалерея