Миттана халалласа


«Кĕске пулчĕ ун çырас кун-çулĕ, анчах та вăл çак кĕске хушăрах тепри ĕмĕр тăршшĕпех тăвайманнине туса хăварчĕ… Вăл тăван чĕлхе хăвачĕпе мухтавне питĕ ĕненетчĕ. Пурнăçпа çынсем çине çав тери савăнса, ача пек хĕпĕртесе, таса куçпа тинкерсе пăхатчĕ...», -çапла аса илнĕ Стихван Шавли поэт Митта Ваçлейĕ çинчен. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара тăван поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Патăрьел районне кĕрекен Аслă Арапуç (халĕ Первомайски) ялĕнче кун çути курнă çыннăмăр пурнăçĕнче темĕнле асап курнă пулсан та пуçне усман. «Сыхă» тăракан критиксем ăна националист тесе айăплаççĕ, çакăн хыççăн Çĕпĕре ăсатаççĕ… 17 çул хушши пурăнать поэтăмăр ачисенчен, юратнă машăрĕнчен, тăван халăхĕнчен аякра. Сывлăхĕ хавшанă Митта тăван тăрăха таврăнсан та нумаях пурăнаймасть.

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче Митта Ваçлейне халалланă уроксем иртрĕç. Светлана Никитина вĕрентекен ертсе пынипе ачасем поэт кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене аса илчĕç, поэтăн сăввисене вуларĕç, мăшăрĕ патне çырнă çыру йĕркисене итлерĕç. Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ Виталий Кидановăн Митта Ваçлейне аса илсе çырнă «Ас туса юл, шăллăм...» статйине те хумханмасăр вулама çук. Кунта автор студент чухне Миттапа паллашнине, поэт ăна «халăх ташманĕсене» еплерех тискеррĕн асаплантарни çинчен каласа панине çырса кăтартать. Çавăн пекех 1957 çулта Пăлапуç Пашьел патĕнчи вăрман хĕрринче ирттернĕ акатуйра Митта жюри председателĕ пулнине, вăл Вера Яковлева ертсе пыракан Пăлапуç Пашьел хорне çав тери мухтанине, хор пĕрремĕш вырăна тухнине те аса илет.

«Халĕ те куç умĕнче» аса илĕве вара пирĕн шкулта ĕçленĕ тепĕр вĕрентекен Матви Сакмаров çырнă. Ачасем ăна та кăсăклансах вуларĕç. Миттапа автор пурнăçĕнчи ырă та пĕлтерĕшлĕ самантсем сăнланнă кунта. Аса илÿ çапла вĕçленет: «Василий Егорович питĕ сăпайлă çынччĕ. Унăн сăнĕ халĕ те куç умĕнче, сасси хăлхара, сăввисем — чĕрере».

Çавăн пекех ачасем Митта Ваçлейĕ район хаçатне йĕркелесе ярас ĕçре те малтисен шутĕнче пулнине пĕлчĕç. Хальхи «Авангард» ун чухне «Паянхи сас» ятпа тухма пуçланă. Митта урокĕсем вара усăллă та кăсăкла иртрĕç.

Поэт вилсен те - чĕрĕ тесе ахальтен каламан. «Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр...», - тенĕччĕ поэтăмăр. Çук, ун сăввисем янăраççĕ, халăх вĕсене манмасть, апла пулсан Митта ячĕ те хăлăх чĕринчех пурăнать!