Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5а – мĕш класра «Чи лайăх куçаруçă» конкурс иртерчĕç. Çак конкурса «Паллӑ ҫынсен çулне» халалларĕç. Панă сăмахсене ачасем чăвашларан вырăла, вырăсларан чăвашла çăмăллăнах куçарчĕç.
Ӗлӗкхи куллен кил - ҫуртра усӑ куракан хатӗрсемпе паллашрӗҫ. Шкулта йӗркеленӗ выстовкӑна ҫитрӗҫ. Хӑш пӗр хатӗрсене хӑйсен аллипе тытса курчӗҫ. Ҫак япаласем хӑҫан тата ӑҫта усӑ курнине пӗлчӗҫ.
Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра пулни савăнтарать.