«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022»


Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи диктант валли Константин Петров ҫырнисенчен хатӗрленӗ текста суйласа илнĕ.

Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илсе Хирти Пикшикри вăтам шкулти 33 вĕренекенпе 4 вĕрентекен акцие хутшăнса хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ашшӗ-амӑшӗ те ачисене тӗслӗх кӑтартса акцие хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ