Несӗлсем упраса пынӑ пуянлӑха пурте упрар!


Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тăван чӑваш чĕлхи эрни тухăçлă иртет. Ака уйăхĕн 21 – мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн 5б класра «Асанне арчи» ятлӑ кӑсӑклӑ урок иртрӗ. Ачасем чӑвашсен капӑр тум – тирӗ ҫинчен калаҫрӗҫ. Кӗмӗлпе те шӑрҫапа илемлетсе тунӑ пуянлӑх ҫӱпҫинче тухьяпа хушпу тупрӗҫ. Вӗсем ҫинчен чарӑнса тӑчӗҫ. Хушпу та тухья та хӑйсен илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ, темле мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратаҫҫӗ. Сӑран кӑшкар ҫине нухратсем ҫӗленӗ, шӑрҫасемпе илемлетсе тунӑ калпак ҫинчен пӗлме ачасене кӑсӑклӑ пулчӗ. Пиллӗкмӗшсем чӑваш халӑхӗн искусстви тӗрлӗ енлӗ пуян пулнине туйса илчӗҫ. «Несӗлсем упраса пынӑ пуянлӑха пурте пӗрле аталантарар, упрар», - тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Çак тӗпчев ĕçӗ ачасене килӗшрӗ. Пурте пӗрле шырани, тӗпчени усӑллӑ пулчӗ. Паха ĕç вӗсене хавхалантарчӗ. Ачасем тулли кăмăлпа ĕçлерĕç. Хăйсен ĕçне курса савăнчĕç.

Каллина О.А., чӑваш чĕлхи вĕрентекенĕ.