Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн 5 – мĕш классем урокра ирттернӗ «Паллӑ ентешӗмӗрсем» ятлӑ викторинăра хастар пулчĕç. Викторинăри ыйтусене Г.Айхине, Р.Сарбине, Е. Лисина, А. Талвира, А. Кокеля халалласа йĕркеленĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç. Вӗсен ӗҫӗ- хӗлӗпе туллин паллашрӗҫ.
Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра пулни савăнтарать.
Каллина О.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.