Вулав конференцийĕ иртрĕ.


Тури Туҫари вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Перепелкина Л.Сачкова çырнă «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повесть тăрăх вулав конференцийĕ ирттерчĕ. Мероприятие паллă ентешсен ҫулталăкне халалланă.

Людмила Сачкова ҫыравҫă Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Пике» журналта, Чăвашрадиора вăй хунă.

Вăл — «Чĕкеçĕм, чĕкеç» (1996), «Ытарайми куçсем» (2000), «Шăпăрлан» (2003) кĕнекесен авторĕ. Унăн пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан» (1998) спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату турри» (2000), «Эсĕ кайрăн та...» (2002), «Çухалнă хур кайăк çулĕ» (2004) спектакльсем сцена çине кăларнă.


Вулав конференцийĕнче саккăрмĕшсем асăннă хайлава ушкăнсем ҫине пайланса тишкерчĕç, тĕрлĕ ыйту ҫине хурав тупма тăрăшрĕҫ, хайлавра хускатнă пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсене -ырăпа усал проблемине- мала кăларса çынсен хутшăнăвĕсенче тĕрĕсленине пăхса тухма тăрăшрĕҫ.

«Чĕкеçĕм, чĕкеç» повесть нумай-нумай ыйту хускатать: пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси¸ юратупа туслăхра телей тупасси¸ çынлăх¸ кăмăл-сипет¸ пурнăçпа вилĕм… Автор çак ыйтусене ырăпа усал проблемине мала кăларса уçса пама тăрăшать.

Вĕренекенсем ҫапла пĕтĕмлетӱ турĕç: ҫамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет. Çамрăклăх - чечек çурнă вăхăт. Илемлĕ чечек пурне те илĕртет. Çамрăксен вара çак илемлĕ вăхăт телейлĕ пуласси хăйсенчен тата пурнăç çулĕпе тĕрĕс утнинчен килет. Ырришěн кěрешме пăрахсан, ҫěр ҫинче усалли ҫеҫ хуҫаланма пуҫлать. Малашнехи пурнăç еплерех пуласси çамрăк чухнехи ĕç-хĕлрен¸ кăмăл-сипетрен нумай килет. Кашнин чун-чĕре хушнă пек¸ чун-чĕре ыйтнă пек¸ пурнăç чиккинчен тухса каймасăр таса чунпа¸ ырă кăмăл - туйăмпа пурăнмалла. Ыр㸠телейлĕ пурнăçшăн яланах кĕрешмелле¸ хастарлă пулмалла¸ çыннăн хăйне упрама пĕлмелле. Яланах ҫакна асра тытмалла: чи хитри тата чи хакли вăл – пурнăç. Йывăр пулсан та унран пахи çук.