Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Поэт произведенийĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ. Вилĕмсĕр поэта чысласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивальне йĕркелесе ирттерчĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ача хутшăннă. Вĕсен хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта вĕренекен ачасем те пулчĕç. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç. Иванов А. тата Масяева И. (8 класс ачисем), Путякова Ю. (6 класс ачи) тата Прискина А. (5 класс ачи) фестиваль призёрĕсем пулма пултарчĕç. Иванов А. тата Прискина А. П. Хусанкай çырнă сăввисене чăвашла каласа пачĕç, Путякова Ю. вара поэт сăввине вырăсла шăрантарчĕ, Масева И., тутар хĕр ачи, сăвăçăн тутарла куçарăвĕпе паллаштарчĕ.
Жюри членĕсем вĕренекенсем сăвă ритмĕпе рифмине тытса пыма пултарнине, сăвă темипе автор шухăш-кăмăлне ăнланма пултарнине палăртрĕç.
Призёрсене эпир чунтан саламлатпăр. Малалла та хастар пуласса шанса тăратпăр.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен