Ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ.

Ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ.



Раштавăн 15-мĕшĕнче районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта инҫет мелпе ZOOM хушӑм урлӑ иртрӗ.

Хальхинче районти пултарулăх ушкăнĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Самарина Валентина Анатольевна ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ. Пурĕ 19 вĕрентекен хутшăнчĕ лару ĕҫне.

Чи малтанах вĕрентекенсем Алексей Кокель музейĕнче экскурсире пулчĕç. Видеокурав мелĕпе усă курса музейри экспонатсемпе, çурт-музей ĕçĕ-хĕлĕпе 7 класра вӗренекен Людмила Ершова паллаштарчӗ. Алексей Афанасьевичăн тĕнчери ÿнер ăслăлăхĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинче те чарăнса тăчĕ.

Экскурси хыççăн хăнасем 7-мĕш класс ачисем Иоаким Максимов – Кошкинский «Ачамăрсем» пьеси тăрăх лартнă видеоинсценировкăна курчĕç.

Паянхи вĕренĕвĕн чи пысăк тĕллевĕсенчен пĕри–ачасен вĕренес кăмăлне ÿстерсе малаллахи пурнăçра усă курма кирлĕ тарăн пĕлÿ парасси, тепĕр майлă каласан, шкул ачин пĕлĕвне çÿллĕ шая çĕклесси.

Валентина Анатольевна çак тĕллеве пурнăçлама чăваш чĕлхипе литератури вĕрентес ĕçре çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курма тăрăшать. Çĕнĕлĕхĕн чи тухăçлисенчен - «критикăллă» шухăшлава аталантарас тата проект технологийĕсем тесе палӑртрӗ. "Асăннă технологисемпе ĕçлени ачасен активлăхне ÿстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Учительпе ача тачă çыхăнса ĕçлесе пырать. Вĕренекен пурнăç çулĕпе утма хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет, тавра курăмĕ те самаях анлăланать", - ҫирӗплетрӗ вĕрентекен.

Самарина Валентина Анатольевна 19 ҫул ҫак шкулта вӑй хурать, аслă категориллĕ учитель.

"Вӗрентекен урокра та, класс тулашĕнчи ĕҫсене йĕркеленĕ чухне те паянхи ҫӗнӗ технологисемпе пĕлсе усӑ курать. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар мар. Хӑй те питӗ пултаруллӑ. Тӗрлӗ конкурс, фестиваль ҫӗнтерӳҫи,"- палӑртрӗ ӗҫ опытне пӗтӗмлетнӗ май районти методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Пантелеймоновна Кулакова.

Лару ĕҫĕ, пĕтĕмĕшле илсен, пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Валентина Анатольевнăна пурте тав сӑмахӗ каларӗҫ