Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин 1941-1942-мĕш çулĕсенче Чăваш Енри Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тăвакансен хастарлăхĕпе чăтăмлăхĕ, тÿсĕмлĕхĕпе паттăрла ĕçĕсемпе паллашас тĕллевпе иртрĕ Пăлапуç Пашьел шкулĕн 8-мĕш класĕнче «Тылри манăçнă фронт: Чăваш Енри Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тунă кĕрешÿçĕсем» «Çавра сĕтел». Ăна класс ертÿçи Светлана Никитина йĕркелесе пычĕ.
Тĕрлĕ материалпа паллашса ачасем çĕнни нумай пĕлчĕç, калаçăва хутшăннă май чылай ыйту çине хурав илчĕç.
1941-мĕш çулхи октябрь уйăхĕнче тăшман Мускав патне çывхарнă. Çĕр-шывăн тĕп хулине пăхăнтарса малалла каясшăн ĕмĕтленнĕ…
Хусанта вырнаçнă Тăван çĕр-шывăн пĕлтерĕшлĕ промышленность объекчĕсене хÿтĕлесе тăшман çулне пÿлес тĕллевпе Хÿтĕлев комиссийĕн патшалăх комитечĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвас тесе йышăннă. Пĕтĕмĕшле Чăваш çĕр-шывĕ урлă выртакан хÿтĕлев рубежне 380 çухрăм тума йышăннă.
Тылри манăçнă фронт кĕрешÿçисен аллинче хĕç-пăшал пулман пулин те, пуртăпа пăчкă, лум, кĕреçепе наçилкка кунĕн-çĕрĕн кайман. Вăрман касакансен, окоп чавакансен аса илĕвĕсем чуна çÿçентереççĕ. 40 градус сивĕре те парăнман пĕве кĕнĕ хĕрсемпе çул çитмен яшсем, хĕрарăмсем… Шăн çĕре чавасси мĕн тери йывăр пулнă, анчах нăйкăшакан пулман. «Пите тăм тиветчĕ. Тăпра хытă шăннă пирки кашни сантиметрне лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçпе ывăтаттăмăр... Танксем ан хăпарччăр тесе сăрта чăнкăлатса 3 метр çÿллĕш чаваттăмăр. Ахаль пĕр кун та ларман...», - окоп чавакансен пур аса илĕвĕ те çав вăхăтри йывăрлăх пирки калать.
Кашни кун строительствăна вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш чухне ку цифра 110 пине те çитнĕ. Ĕçлекенсенчен 75 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă. Ĕç кунĕ 16-17 сехет тăсăлнă, унсăр пуçне окопсем патне çитме темиçе çухрăм утма тивнĕ. Çĕр пÿртсенче пурăнни, ăшă тытман тум-тир, кирлĕ чухлĕ çиейменни, лăш курмасăр ĕçлени, паллах, йĕр хăвармасăр иртмен. Çынсем те, лашасем те чирленĕ те , вилнă те… Çакна ачсем тĕрлĕ ÿкерчĕксене, фильри кадрсене пăхса, аса илÿсене вуласа туйса илчĕç.
Тыл кĕрешÿçисем чăн-чăн паттăрлăх кăтартнине пула Сăр тăрăхĕнчи ĕçсене 1942-мĕш çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче, Хусан енчи линие кăрлачăн 25- мĕшĕнче вĕçленĕ. Вĕсем çинчен нумай каласа пама пулать, анчах пирĕн республикăра çак ĕçе кÿлĕннĕ çынсем нумаййăн юлман. Вĕсем, 90-ран иртнĕ ватăсем, çав йывăр вăхăта манаймаççĕ.
Çĕнтерÿ фронтпа тыл пĕрлĕхĕнчен килнине вара пирĕн, çамрăк ăрăвăн, пĕлмеллех! Вăрман касакансене те, окоп чавакансене те, вăкăрпа ака-суха тăвакансене те манма юрамасть. Вĕсене пула эпир кăвак тÿпе айĕнче пурăнатпăр. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем «Çавра сĕтеле» хутшăннă май.