Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунне халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн саккăрмĕш класĕнче «Эпир – Тăван çĕр-шыв мăнаçлăхĕ тата малашлăхĕ» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Светлана Никитина класс ертÿçи хăйĕн сăмахне презентацири слайдсемпе çирĕплетсе пычĕ. Ачасем те калаçăва хастар хутшăнчĕç. Конституци йышăннине пула пиртен кашниех мăнаçлăн «Эпĕ – Раççей çынни» теме, çĕр-шыв пурнăçне хастар хутшăнма пултарать. Конституци – çĕр-шывăн тĕп докуменчĕ. Çак документра палăртнă йĕркесене пĕлни çеç çителĕксĕр, ăна пăхăнса пурăнасси пирĕн тĕп тивĕç пулнине кашни çыннăнах асра тытмалла.
Ачасем Раççей историйĕнчи паллă событисене те, малтанхи Конституцисене мĕн тĕллевпе тата хăçан йышăннине те, Раççей символикине те тепĕр хут аса илчĕç. Çак уяв пĕлтерĕшĕ анлă. Вăл эпир хамăрăн Тăван çĕр-шывăн хальхи шăпишĕн тата унăн пуласлăхĕшĕн яваплине те аса илтерет. Юлашкинчен вĕренекенсем Раççей историне халалланă викторинăра тупăшрĕç.