Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,
Пулни, иртни те пуласси,
Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,
Асаннесен паха тупри.
Иванова В.М.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Ăна кăçал пĕрремĕш хут уявлама йышăннă. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Çак кун тĕнчери пур чăваш чунлă çын та республика, район, шкул шайĕсенчи мероприятисенче хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Патăрьел районĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 7 класс ачисем те аякра тăрса юлмарĕç. Вĕсем уроксенче чăваш тĕрри çинчен калаçрĕç, видеофильм пăхрĕç, тĕрĕ çичен калакан илемлĕ чăваш сăввисене вуласа киленчĕç. Урока ачасем асламăшсен çÿпçинче упранакан пуянлăха та илсе килнĕ: сурпан, сăмса тутри, ал шăлли. Çак кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри. Пурне те Аверкина С. илсе килнĕ сурпан килĕшрĕ. Сурпан çинчи илемлĕ тĕрĕ историне те каласа пачĕ Снежана. Чăн-чăн пир пулнине, ăна асламăшĕ хăй тĕртни çинчен те пĕлтерчĕ. Моисеева М. хăй аллипе тĕрленĕ сăмса тутри чăваш культури малалла та пурăннине, аталаннине çирĕплетет. Лавккасенче сутакан ал шăллисем те хитре пулнине палăртрĕç ачасем, анчах алăпа тĕрлени чуна çывăх пулнине пĕлтерчĕç. Урок вĕçĕнче 7 класс ачисем хăйсен кабинетĕнче тĕрĕ кĕтесне йĕркелес тесе йышăнчĕç. Ытти ачасен килĕсенче те тĕрленĕ кĕпесемпе, саппунсем, пиçиххисем пурри çинчен пĕлтерчĕç.
Урок пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла иккенне тавçăрса илчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Чăваш тĕнчине аталантараканнисем вĕсем-çке!