Чăваш тĕррин кунне халалласа

             Чăваш тĕрри… Мĕн тери илемлĕ те асамлă, пуян та илĕртÿллĕ вăл! Тĕрĕ ÿнерне чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах аталантарса пынă. Унпа вăл хăй тăхăнакан тумтире те, капăрлăха та, савăт-сапана та,  кил- терĕшри ытти япаласене те илемлетнĕ. Тĕрĕре чăваш хăй пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне сăнланă…Паянхи кун та эпир ун илемĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастпăр! Çакна тепĕр хут ĕнентерсе пачĕç те ĕнтĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне халалласа ирттернĕ класс сехечĕсем, куравсем, экскурсисем, уроксем, ăсталăх класĕсем. Тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарас, несĕлсен пуянлăхне анлăрах сарас, хамăрăн тĕлĕнмелле пуян йăла-йĕркесене упраса хăварас, вĕсене ăруран ăрăва куçарса пырас тĕллевпе йĕркелерĕç те вĕсене. Тĕрĕ-эреш тĕсĕсемпе те паллашрĕç, Чăваш Республикинче çеç мар, тĕнче шайĕнче палăрнă тĕрĕ ăстисене те аса илчĕç, хăйсем те тĕрĕ тĕнчине путса тĕрлĕ япаласем хатĕрлерĕç. Чăваш тĕррин кунне халалланă нумай акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Саша Сапожниковпа  Анастасия Бахитова чăваш тĕрри çинчен çырнă сăвăсем вуласа савăнтарчĕç, хăшĕсем чăваш тĕррипе чÿречесене эрешлерĕç, теприсем чăваш наци тумĕллĕ сăн ÿкерчĕксемпе тыткăнларĕç, классенче чăваш террин кĕтесĕсене йĕркелерĕç.

           Чăваш тĕррин кунĕнче вара шкулти ал ăстисен куравĕ уçăлчĕ. Кашни ачанах ĕçе явăçтарма тăрăшнă  аслисем. Технологи предмечĕпе пĕлÿ паракан Ольга Иванова, Сергей Матюшкин, кĕçĕн классене вĕрентекенсем, класс ертÿçисем, Марина Вазенкова аслă вожатăй ачасене хавхалантарсах тăчĕç, ĕç йĕркипе паллаштарчĕç, материал суйлама пулăшрĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина, Ирина Матюшкина вĕрентекенсем, шкул библиотекарĕ Елена Иванова, ытти шкул ĕçченĕсем  те хăйсен тÿпине хыврĕç. Ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕ, ачисемпе пĕрле чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене тишкерчĕ, пулăшу кÿчĕ.

          Чăваш тĕрриллĕ тум тăхăннă пуканесем те, хитре эрешлĕ чылай салфетка, йĕп чикмелли,  кĕнеке хушшине хумалли, амулет, илемлĕ панно, хут çине ÿкернĕ чăваш эрешĕсем, телефон чехолĕ таранчченех вырăн тупнă кунта. Уйрăмах кĕçĕн тата вăтам классем хастар пулнине палăртса хăварас килет. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнчи Софья Матюшкина та талисман пукане ăсталанă. 10-мĕш класри Анна Платонова, София Матюшкина, 7-мĕшĕнчи Лариса Урмакова, Ксения Иванова, 6-мĕшĕнчи Николай Иванов тата 3-мĕш класри Алина Васильева ĕçĕсем районти конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕç.

       Чăваш тĕрри çинчен каласа паракан стенд умĕнче те чарăнмасăр иртмерĕç ачасемпе аслисем. Илем çеç мар, тĕрĕре авалхи çырулăх йĕрĕсене те курма пулнине сăнарĕç. Кунтах чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма май пулчĕ.

         Чăвашсене çутта кăларассишĕн вăй хунă Улăпăмăр И.Я.Яковлев Чăваш çĕр-шывне «çĕр пин тĕрĕ» çĕр-шывĕ тенипе килĕшмеллех. Ачасене килте те, шкулта та тăван халăх тĕррин тĕнчипе паллаштарма е тĕрлеме вĕрентме вăхăт тупмаллах. Асанне арчинчи тĕрĕсем те ан çухалччăр, музейсенче вырăн тупнă авалхи тĕрĕсене те тирпейлĕ упрасчĕ, çĕннисене те тĕрлесчĕ. Ун чух  асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри нихăçан та тĕксĕмленмĕ, çĕр çинчен çухалмĕ. Чăваш тĕррин кунне ирттерни  пур ÿсĕмри çыншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕре вара — пирĕн аваллăх та, паянхи пурнăç та, малашлăх та.

 

Тĕплĕнрех "ФОТООТЧЕТРА" паллашма пулать