Чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗ - Чӑваш тӗрри кунĕ.

      Кӑҫал, чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче, пĕрремĕш хут Чӑваш тӗррин кунне уявлатпăр. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тĕллевпе, Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем чǎваш тĕррипе тĕплĕнрех паллашрĕҫ. Пĕрремĕш хутра, ачасем тĕрленĕ ĕҫсенчен курав йĕркеленĕ. Ҫавǎн пекех кĕҫĕн класра вĕренекенсем чăваш тĕррин историйĕпе паллашрĕҫ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен пĕлчĕҫ, тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен касса, аппликаци мелĕпе тĕрĕ эрешĕсем турĕҫ. Ҫакǎ ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма пулӑшӗ.