Психологи эрнин пĕр кунĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçи Светлана Никитина йĕркеленипе «Йĕрлевçĕсем» хаваслă вăйă ирттерчĕç. Вăййа класри икĕ ушкăн хутшăнчĕ. Ачасем шкула килсенех хут листи çине çырнă ыйтусем илчĕç. Ушкăн ертÿçисене суйларĕç, девизне палăртрĕç, эмблемине те ÿкерчĕç. Панă 20 ыйту хуравĕсене вара тăхтавсем вăхăтĕнче шырарĕç. Ыйтăвĕсем ытла та тĕрлĕрен! Шкулта вĕренекенсемпе тĕрлĕ ĕç тăвакансенчен кам хăçан çурални, мĕнле тĕсе, чĕр чуна юратни таранах. Шкул пĕлтерешлĕ конкурссенче мала тухнине те, паянхи вĕренекенсем хушшинче чи анлă саралнă ята та шыраса тупрĕç. Ушкăнсем мĕнле ĕçленине сăнама питĕ кăсăклă пулчĕ: ыйтăва епле пани те, ачасем хăйсене мĕнле тытни те, пĕччен е ушкăнпа тата мĕнле çăл куçран шырани те…Хăш-пĕр ыйтусем çăмăлах мар пулсан та ĕçе вĕçне çитиччен пурнăçларĕç. Уроксем хыççăн кашни ушкăн хăйсем мĕнле кăмăлпа ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Шкулти аслă ăрури çынсем панă ыйтусем çине хаваспах хуравлани ачасене питĕ килĕшнĕ. Шкул историйĕпе çыхăннă хăш-пĕр самантсем те уçăмланнă. Пĕчĕк тĕпчев ирттерме те кăсăклă пулнă. Çавах та хĕр ачасен «Трикс» ушкăнĕ хуравсене тĕрĕс те туллин хуравлани палăрчĕ. Арçын ачасен «Ăмăрт кайăкĕ» те маттур пулчĕ. Юлашкинчен вĕрентекен пĕтĕмлетÿ турĕ, пурне те вăййа хутшăннăшăн тав сăмахĕ каларĕ, çĕнтерÿçĕ ушкăна саламларĕ.
Çакнашкал вăйăсем ирттерни класри туслăха , ачасемпе аслисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, тăван шкул, ытти ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланăвĕ çинчен пĕлме пулăшать. Хавхаланса ĕçлени вара ывăннине те сирет, вăл ачасемшĕн те, аслисемшĕн те сиплĕ эмел пекех.