ЧăвашРеспубликинчи Патăрьелрайонĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксенполитикин, физкультурăпа спорт управленийĕ |
ПРИКАЗ № 258от 22.09.2020 |
Управление образования, молодежной политики, физической культуры и спорта администрации Батыревского района Чувашской Республики |
О подготовке и проведении муниципального этапа
Республиканского конкурса ораторского мастерства
обучающихся 7-8 классов «Упрар тăван чĕлхемĕре»,
посвященного 100-летию со дня образования Чувашской автономии
В целях сохранения и развития интереса к изучению чувашского языка и культуры чувашского народа через интеллектуальное, творческое и эстетическое развитие обучающихся, усвоения навыков публичного выступления
приказываю:
1. Провести муниципальный этап Республиканского конкурса ораторского мастерства обучающихся 7-8 классов «Упрар тăван чĕлхемĕре», посвященный100-летию со дня образования Чувашской автономии с 22сентября по 01 октября 2020 года.
2. Утвердить положение о Конкурсе, состав оргкомитета, жюри в соответствии с приложениями № 1,2.
3. Организационно-методическое руководство подготовкой и проведением Конкурса возложить на старшего методиста ИМЦ Перепелкину Е.С.
4. Контроль за выполнением данного приказа оставляю за собой.
Начальник управления образования,
молодежной политики,
физической культуры и спорта И.П.Рубцова
Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ,
çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн
2020ҫулхи авăн уйăхĕн 22мĕшĕнчи № 258- лĕ приказĕ ҫумне1-мĕш хушса пани.
Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă
«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн
ПОЛОЖЕНИЙĔ
1. Пĕтĕмĕшле калани
1.1. Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе100 ҫул ҫитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталахĕн конкурсне (малалла — конкурс) пуҫараканĕ — Чăваш Республики нвĕренӱ татаҫ амрăксен политикин министерстви, йĕркелекенĕ — Чăваш Республикин
вĕренӱ тата ҫамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ» бюджет учрежденийĕ (малалла — Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ).
1.2. Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ,çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелесе ирттерет.
2. Тĕллевĕпе задачисем
2.1. Пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем чăваш пулнине кăтартма, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулашасси;
2.2. Яш ачасен хăйсем мĕнле ҫĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарасси (ик чĕлхелĕх, культурăсен хушшинчи ҫыхăнулăха пĕлни, информаципе коммуникаци тата организаципе йĕркелӱ компетенцийĕ);
• шкул ачисен монолог тата диалог формипе чăвашла калаҫас ăсталăха туптасси;
• халăх умĕнче калаҫас хăнăхăва аталантарасси;
• чăваш чĕлхипе усă куракан талккăшасарасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
3.1.Конкурса Патăрьел районĕнчи шкулсенче 7-8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаҫҫĕ.
4. Конкурсах утшăнмалли темăсем:
1.Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
2. Илемлен, Чăваш ҫĕр-шывĕ!
3. Республикăшăн усăллă ĕҫ тăвасчĕ.
4. Чăвашсем, чăмăртанăр!
5.Чăваш ҫĕрĕ, пурăн ĕмĕр.
Конкурсант сак темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйлать те сăмах вĕҫҫĕн хăйĕн шухăшне каласа парать. Конкурсант сăмахĕ 5-7 минутран иртмелле мар. Кун хыҫҫăн жюри ыйтăвĕсене хуравламалла.
5.Конкурса йĕркелени тата ирттерни.
Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла анчах калаҫмалла. Ачасем пĕччен кăна хутшăнма пултараҫҫĕ. Иккĕн е ушкăнпа хутшăнакансене шута илмеҫҫĕ. Конкурсăн 1-МĔШ ТАПХᾸРНЕ хутшăнакансем 2020 ҫулхи юпа уйăхĕн 01-мĕшĕччен ҫак адреспа видеокалаҫу(len.perepelkina2012@yandex.ru) ярса памалла.
Видеокалаҫăва смартфон, планшет, видеокамера, веб-камерăллă компьютер е ноутбукпа усă курса ӱкерме юрать. Видеокалаҫăва ачасен хăйсен хушамачĕпе ятне, вĕренӱ организаци ятне, миҫемĕш класра вĕреннине каланинчен пуҫламалла. Унтан темăна уҫса памалла.
Видеокалаҫу 5-7 минут тăсăлмалла.
Жюри ачасен ĕҫĕсене хакланă чухне ҫакенсене пăхать:
проблемăна ăнланни (0-3 балл); 2) хай каланине ĕнентерме пултарни (0-3 балл); 3) автор хăйĕн материалне туллин пĕлни тата каласа пама пултарни (0-3 балл); 4) пуплев тата грамматика нормисене пăхăнни (0-3 балл); 5) ут-пĕве хускалантарас культура (0-3 балл); 6) ыйтусене хуравлани (0—3 балл); 7) регламента пăхăнни (0—2 балл).
Жюри ҫĕнтерӱҫĕсемпе призерсенеп алăртать, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентӱ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе тивĕҫтерет.
Конкурсăн муниципалитет тапхăрне хутшăнакан кашни ача конкурса хутшăнни ҫинчен ĕнентерекен свидетельство илет.
Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ,
çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн
2020 ҫулхи авăн уйăхĕн 22мĕшĕнчи № 258 - лĕ приказĕ ҫумне 2-мĕш хушса пани.
Конкурса йĕркелекенсем тата жюри членĕсем:
1. Миронова Ю.А. - Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн ИМЦ директорĕ.
2. Перепелкина Е.С. - Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн ИМЦ аслă методисчĕ.
3. Кулакова С.П. – районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи, Ыхра Ҫырми вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.
4. Путякова Н.А. – Патăрьелĕнчи 1- мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
5. Павлова Н.И. – Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
6. Кудряшова Н.К. – Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
7. Сорокина Е.Ф. – Аслă Арапуҫ вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.