Чăваш Ен уявне халалласа
Кĕçех Чăваш Ен хăйĕн сумлă юбилейне — 100 çул çитнине уявлать. Çак паллă куна халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем валли чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Никитина онлайн мелĕпе «Тăван енĕм — Чăваш Ен!» ăс-хакăл вăййи йĕркелерĕ. 5-9-мĕш классенчи 25 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ унта. Кăсăклă та çăмăлах мар ыйтусем çине хуравлас тесе ачасем тĕрлĕ кĕнекесемпе, словарьсемпе, энциклопедисемпе, интернет ресурсĕсемпе анлăн усă курни палăрчĕ. Чăваш автономи облаçĕнчен пуçласа паянхи Чăваш Республики таранах историе аса илчĕç вĕренекенсем, Чăваш Енĕн паллă çыннисене пĕлнипе те савăнтарчĕç. Республикăри районсемпе хуласем çинчен панă ыйтусем те хуравсăр юлмарĕç. Панă цитатăсем кама хакланине те, çунатлă сăмахсен авторĕ кам пулнине та тавçăрма пултарнă чылайăшĕ. Чи малтан хурав яраканĕ 6-мĕш класри Лариса Урмакова пулчĕ. 5-мĕш класс ачисем уйрăмах хастар пулнине палăртас килет. 5-7-мĕш классем хушшинче малти вырăна 45 балл пуçтарса Анастасия Бахитова тухма пултарчĕ, 44 балл пухнă Лариса Урмакова вара - 2-мĕш вырăнта, 3-мĕш вырăна 5-мĕш класри Зот Степановпа 7-мĕш класри Александр Сапожников пайларĕç. Вĕсем иккĕшĕ те 43 балл пуçтарнă. 8-9-мĕш классем хушшинче 9-мĕш класри София Матюшкинăна çитекенни пулмарĕ. 2-мĕш вырăна 8-мĕш класри Ксения Степанова тухрĕ, 3-мĕшĕнче вара — 8-мĕш класри Александр Аблясов.
Ачасем ăс-хакăл вăййи килĕшнине палăртрĕç. Хăй пурăнакан çĕр-шывăн историне, йăли-йĕркине вара кашниех пĕлме тивĕç.