Георги хăйăвĕ - мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан Мухтав тата Астăвăм символĕ

Георги хăйăвĕ - ахаль паллă кăна мар, вăл - мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан Мухтав тата Астăвăм символĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ умĕн унăн пĕлтерĕшĕ татах ÿсет, анлăланать. Апрелĕн 22-мĕшĕнче пирĕн республикăра «Георги хăйăвĕ» патриот акцийĕ пуçланчĕ. Турхан шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçи Ольга Купцова тата ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе акцие онлайн майпа хастар хутшăнаççĕ, сăн ÿкерчĕксене #Георгихăйăвĕ, #Эпĕмăнаçланатăп хештегпа Интернетри хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтараççĕ.