Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ăна усрар чыс-хисепре,
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
Упрар тăван чĕлхемĕре,
Чун-чĕрери хĕлхемĕре,
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,
Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун пирĕншĕн пысăк уяв. Вăл Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тӳр килет. Паянхи кун Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсене асра тытса кашни шкултах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, просветителĕн ĕçĕ-хĕлне, унăн хайлавĕсене тишкереççĕ. Чăваш чунлă хастарсем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем шăрантараççĕ.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул ачисем те аякра тăрса юласшăн мар: вĕсем чăваш чĕлхи эрнипе çыхăннă шкулти пур мероприятие те хутшăнаççĕ. 6 класс ачисем, инçет мелĕпе вĕренетпĕр пулин те, вĕрентекен пулăшнипе зумра литература каçне йĕркелерĕç. Вĕренекенсем литература каçне «Иван Яковлев Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ятлă проект ĕçĕ хатĕрлерĕç. Ушкăнсем çине пайланса чăваш халăхне çутта кăлараканăмăрăн пурнăçĕн кăсăклă саманчĕсем çинчен каласа пачĕç, ун çинчен калакан сăмахсемпе сăвăсене шыраса тупрĕç, чăваш чĕлхи çинчен калакан сăвăсене шăрантарчĕç. Литература каçне вара Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввипе вĕçлерĕç. Ушкăнсем çине пайланса хатĕрленни кашни ачанах ĕçе явăçтарчĕ.
Ачасем, яланах «хастарлă, хыт утăмлă пулăр, ан юлăр кун-çул уттинчен»!
н