Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă. Йĕркелекенĕсем вара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Диктант çырма пурĕ 69-ăн кăмăл турĕç, вĕсенчен 6-шĕ чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем, 62 шкул ачи тата 2 ашшĕпе амăшĕ. Юрий Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста пурте килте ларсах 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕпе «Тăван радио» хумĕсемпе усă курса çырчĕç. 34-ăн «5» паллă илме пултарчĕç, «4» паллă илекенсен шучĕ 24 пулчĕ, «3» илнисем вара 9 ача.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!