«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2020» акцине хастар хутшăнчĕç

                                           Хастар хутшăнчĕç

 

      

     «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2020» акци пулассине чылай маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ тĕрлĕ хаçатра, сайтсенче, радио тата телевидени кăларăмĕсенче.  Çак акцие  Пăлапуç Пашьелти вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем  çеç мар, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕç. Шкулта дистанци мелĕпе чăваш чĕлхипе литература эрни пырать-çке шăпах. Ума шурă хут хурса, алла ручка тытса тимлĕн итлерĕç  радиопа, телевиденипе диктор Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» хайлавĕн сыпăкне вуланине. Текст вăрçăран киле таврăнакан Коля çинчен иккен. Çĕнтерÿ теми кăçалхи çулшăн уйрăмах хаклине диктант çыракансем аван пĕлеççĕ. Тимлĕ итлесе çырнине вĕсен ĕçĕсем кăтартрĕç те ĕнтĕ. Пур класс та хăй тÿпине хывма тăрăшрĕ. Тăван чăваш чĕлхине юратнине, хисепленине, вăл ĕмĕр пурăнма тивĕç пулнине çирĕплетсе пачĕç ырă ĕçе хутшăнакансем. Çапах та  5, 8-мĕш классене уйрăмах палăртас килет. Чи малтан хăйсен ĕçĕсене 8-мĕш класри Ксения Степанова, Саша Герасимов, Саша Аблясов, 5-мĕш класри Зот Степанов, Валя Соколова, Снежана Кудимова, Люда Пудовкина, Лариса Урмакова, 9-мĕш класри София Матюшкина, 10-мĕш класри Светлана Матюшкина ярса пачĕç. Пурĕ 29 вĕренекен, 5 учитель, 3 ашше-амăшĕ хутшăнчĕ диктант çырма. Ку акцие вара шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем кашни çулах хастар хутшăннине палăртма питĕ кăмăллă. Кĕçех акцие хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене миçе паллă лартса хакланине те пĕлĕç. Шкулти акцие Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем йĕркелесе пычĕç.