2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци ирттерчĕ.
2020 çулта Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕ.
Патăрьел тăрăхĕнчи 628 ҫын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцине хутшăнма кăмăл турĕҫ. Вăл шутра 535 вĕренекен, 67 вĕрентекен, ашшĕ-амăшĕпе асламăшĕсем, ют чĕлхе факультетĕнче вĕренекен 1 студент акцине хутшăнса диктант ҫырчĕҫ.
Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.
Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.
Диктант ҫырма кăмăл тунисене тепĕр хут Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.