Чăваш чӗлхи эрни

Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе,

Эс - чи пахи, эс - чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

пин чěлхерен чи çепěççи.

Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.

Ака муйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.

Ачасем  дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ пулсан та, ҫак эрнене тивӗҫлӗ шайра ирттересчӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.

Эрнене эпир дистанци мелĕпе сӑвӑ вулакансен «Пурăн, шăнкăрти чĕлхе» конкурсран  пуҫларăмăр. Унта чăваш поэчĕсен сăввисем  уççăн янăрарĕç. 2 класра вĕренекен Тихонова К., Степанов Г., Макаров Д., 6 класра вĕренекен Орлова А., Синеева С. сăвăсене питĕ илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç. Шупашкар хули çинчен, И.Я. Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, К.В. Иванов пултарулӑхӗсем тӑрах хатӗрленӗ «Тăван чĕлхе-таса хĕлхем» викторина та кӑсӑклӑ иртрĕ.  Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал  мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.

Пуçламăш класра вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн  юмахĕ-халапĕсемпе паллашрĕç. И. Яковлев  хайлавӗсем тӑрӑх ӱкерчӗксем турĕç .

Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет. Ӑнӑҫу сире, хаклӑ ачасем!