Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунне халалланă «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ» акци иртет. Килте ларнă вăхăтра «Пӗтӗм чăваш диктантне хатӗрленер» ӗҫпе паллашар, орфографипе пунктуацин тӗп правилисене аса илер, тӗрӗс ҫырма хăнăхар. Пӗтӗм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртар.