2020-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи «Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренӳ автономлă учрежденийĕнче районсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен уҫă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă. Фестивале Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вĕрентекенсем хутшăнчĕҫ.
Хăнасене малтанах Сăкăт шкул директорĕ Анатолий Падусев, Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӳçи Светлана Кулакова, Патăрьел районĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан «Ачасен пултарулăх çурчĕ» муниципалитетăн бюджет учрежденийĕн директорĕн ҫумĕ Любовь Раськина саламларĕç, фестиваль ĕçне ирттерме ăнăçу сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕрентекенсем хăйсем суйласа илнĕ классенче 6 уçă урок, 10 класс тулашĕнчи ĕç, 9 ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Кашни мероприятиех çÿллĕ шайра иртрĕ: уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, тĕрлĕ культурăсен çыхăнăвне тĕпе хуни палăрса тăрать, вĕрентекенсем çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе ирттерес методикăна аван пĕлни палăрчĕ. Ᾰсталăх урокĕсем те тĕрлĕ темăсемпе пулчĕҫ: «Буктрейлер кĕнеке тусне шырать», «Буктрейлер тăвасси», «Юхмаен паттăрĕсем», «Сăвă ҫырас ăсталăх», «Пухмач папкăпа ĕҫлесси», «Чăваш йăли-йĕркине упрасси», «Критикăлла шухăшлав технологийĕн ăслайĕсемпе урокра усă курасси».
Уроксемпе класс тулашĕнчи ĕҫсене Астăвăмпа Мухтавçулталăкне тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ҫак темăсемпе йĕркеленĕ: «Ҫĕнтерӱ палли», «Вăрҫă хĕрарăм сăнарлă мар», «Паттăрсене асра тытатпăр», «Чăваш автономине-100 ҫул», «Чăваш халăхĕн Аслă вăрҫăв ăхăтĕнчи паттăрлăхĕ», «Вăрҫăра пуҫ хунă ҫыравҫă ентешсем».
Экспертсем тĕрлĕ енлĕ ĕҫсене тивĕҫлĕ шайра хакларĕҫ. Вĕрентекенсем Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕҫрĕҫ.
Юлашкинчен хăнасене шкулачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Фестиваль тухăçлă иртрĕ.Унта хутшăннă 50 ытла вĕрентекене пурне те тав тăватпăр, малашне те фестиваль-конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталахне ÿстерсе пыма хавхалану сунатпăр.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ фестивале тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттерсе яма майсем туса панăшăн Сăкăт шкулĕн директорне Анатолий Падусева, Антонина Тинюкова директорăн вĕрентӱ енĕпе ĕҫлекенҫ умне тата Елена Анюровапа Надежда Тинюкова вĕрентекенсене, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӳçине Светлана Кулаковăна тав тăвать, кулленхи ĕҫре пысăк ăнăҫусем, пурнăҫра телейпе ҫирĕп сывлăх сунать.