Олимпиадăна Патăрьелĕнчен район шайĕнче раштав уйăхĕнче иртнĕ олимпиадăра çĕнтернĕ 19 вĕренекен хутшăнчĕç.
Республикăра иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçисем:
Мальцева Ю. – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕсем – Путякова Н.А., Солдатова С.А.)
Степанова Д. – Ыхра Ҫырми вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ- Кулакова С.П.)
Призерсем:
Силюкова А. - Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Путякова Н.А.)
Матюшкина С. – Пăлапуҫ Пашьелĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Никитина С.П.)
Мешков С. - Пăлапуҫ Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Матюшкина И.В.)
Майкова Я. – Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен (верентекенĕ – Кулакова С.П.)
Юрмина Т. – Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Н.И.)
2020 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче регионсем хушшинче тăван ен культурипе олимпиада иртрĕ. Районтан 11 вĕренекен хутшăнчĕҫ кунта.
Призерсем шутне Пăлапуҫ Пашьелĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Степанова К. (вĕрентекенĕ – Никитина С.П.) тата Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Лаврентьев С. (вĕрентекенĕ – Павлова Н.И.) кĕме пултарчĕҫ.
Регионсем хушшинчи олимпиадăсенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă вĕренекенсене тата вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, вĕренӱре тата кулленхи ĕçре çитĕнусем тума ҫирĕп сывлăх сунатпăр.