Кăвар чĕреллĕ поэта - 120 çул

            Чÿк уйăхĕн 16 – мĕшĕнче Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеçпĕл Мишши) çуралнăранпа 120-çул çитрĕ. Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  тĕп шкулта та паллă сăвăçа халалласа мероприятисем иртрĕç. Шкул ачисем Çеçпĕл Мишшине халалланă   презентаципе паллашрĕç, унăн сăввисене аса илчĕç.  

            Шкул библиотекарĕ Л.А. Владимирова  кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ,  вĕренекенсене унăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

            Уроксенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем С.В. Едифановăпа Н.Н. Юркина чăваш поэчĕ – Çеçпĕл Мишши тăван чĕлхене мĕн тери хакланине, тăван халăха çутта кăларас тесе вăл мĕнле çуннине, пурнăçа чун-чĕререн юратнине тепĕр хут çирĕплетсе каласа кăтартрĕç.

           Эпир те хастар, хăюллă поэтăмăрăн ĕçĕсене малалла туса пырар. Тăван чĕлхене упраса пурăнасчĕ, унпа таса та  илемлĕ калаçасчĕ

                         Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
                         Эс чи пахи, эс – чун уççи.
                         Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе, 
                         Пин чĕлхерен чи çепĕççи.