Хаваслă та çутă пултăр ачалăх!

                                       Хаваслă та çутă пултăр ачалăх!                                               

      Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне халалласа Пăлапуç-Пашьел вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче «Эпир — хаваслă та çутă ачалăхшăн!» калаçу сехечĕ иртрĕ. Светлана Никитина класс ертÿçипе пĕрле ачасем 15 çул каялла Çÿрçĕр Осетири Беслан шкулĕнчи хăрушă трагедие аса илчĕç. Террористсен ирсĕр ĕçне пула 333 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пурне те хурлантарнă, çав шутра 186 ача малалла текех шкул сукмакне такăрлатайман ĕнтĕ.

    Вĕрентекен ачасене тепĕр хут терроризм паянхи пурнăçра этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан юхăм пулнине аса илтерчĕ. Çакнашкал усаллăха пĕрлехи вăйпа çеç пусарма, унтан асăрханма, сыхланма пулнине каларĕ. Инкекпе куçа куçăн тăмалли самант сиксе тухас пулсан ачасен хăйсене епле тытмаллине, террористсем еплерех хăрушă та никама шеллемен çынсем пулнине  асăрхаттарчĕ. Бесланри пек синкер  ан кĕттĕр  тесен пурин те кар тăмалла, ырăпа çеç туслашмалла, пур çĕрте те асăрхануллă та тимлĕ пулмалла тесе пĕтĕмлетрĕç асăну сехетне. Юлашкинчен  класс ертÿçипе пĕрле ачасем шкул коридорĕнчи çак темăпа çыхăннă стенд умĕнче тепĕр хут чарăнса тăчĕç. Хамăра хăрушсăрлатас тесен мĕн-мĕн тумаллине кашни хăй умне кăларчĕ. Нимле теракт та ан хуплатăрччĕ, нимле тупă сасси те ан сиртĕрччĕ  этемлĕхĕн  çутă та ырă ĕмĕчĕсене!