Пĕлÿ пухмашкăн тулли кăмăлпа!
Аван-и, шкул саккийě?
Аван-и, çутǎ класс?
Сан ытамна халь эпě
Кěмешкěн пит хавас!
Çапла, кĕр пуçламăшĕнче чечек çыххи йăтнă ачасем шкул сукмакне таркăрлатма тытăнчĕç. Ăвăнăн иккĕмĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç–Пашьелĕнчи пĕлÿ çурчĕ те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитнине систерсе алăкĕсене хавассăн яр уçса ячĕ. Çак ятпа кунта савăнăçлă уяв иртрĕ. Пĕлÿ кунне паллă тума вĕрентекенсемпе вĕренекенсемсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕсемпе сумлă хăнасем те килмешкĕн хапăл турĕç.
Пуçласа пĕрремĕш класа каякансене, кăçал юлашки çул утакансене тата ытти ачасемпе педагогсене уяв ячĕпе шкул директорĕ Сергей Матюшкин саламласа вĕренÿре тата спортра яланах малта пыракансене, хисепе тивĕçнĕ учительсене тав хучĕсемпе, грамотăсемпе чысларĕ. Çавăн пекех ăс-тăн пухма ăнтăлаканскерсене Пăлапуç-Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Патăрьел районĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Алексей Емельянов, Чăваш республикин казначействин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Николай Федоровпа Пăлапуç-Пашьелĕнчи Сретени ячĕпе хисепленекен чиркÿ настоятелĕ, протоирей Иван, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Ирина Лякова пĕлÿ кунĕпе ырлăх-сывлăх, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунса асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.