Сăкăтра Юхма Мишши ҫыравҫăн 80 ҫулхи юбилейне паллă турĕҫ.

Чăвашлăха упрас тесе эп тухрăм

Инҫе ялтан ҫак аслă ҫул ҫине.

Чăвашлăхшăн ҫурта пекех эп ҫунтăм.

Ман ҫутă халь ҫутаттăр тĕнчене.

Юхма Мишши.

      Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентӱ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн хушăвĕпе килĕшӱллĕн районти чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем «Юхма Мишши – чăваш халăхĕн кун-ҫулĕн ҫыравҫи» ăслăлăхпа ĕҫлĕх конференцине пухăнчĕҫ. Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) Патăрьел районĕнче Сăкăт ялĕнче 1936 çулта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Пĕрремĕш калавĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче кун çути курнă.

      Юхма Мишши – чăваш халăх писателĕ, Тутар, удмурт, Мари Эл Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Информациллĕ обществăна аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, çавăн пекех Турцин чи хисеплĕ «Тĕрĕк халăхĕсен умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» наградине тивĕçнĕ. Литературăпа тĕпчев ĕçĕсенчи çитĕнĕсемшĕн çыравçăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Пĕтĕм тĕчери премине тата Ылтăн медальне, ача-пăча писателĕсен Тĕнчери пĕрлешĕвĕн Г.Х.Андерсен ячĕллĕ премии-дипломне, нимĕçсен «Çĕн йĕркелÿ», армянсен, азербайджан, СССР Писателĕсен союзĕн М.Шагинян ячĕллĕ премийĕсене, РСФСР Писателĕсен союзĕн премине, Раççей литератури премине, Тĕнчери А.Фадеев, К.Симонов, В.Пикуль ячĕллĕ премисене панă.

Шупашкартан килсе ҫитнĕ сумлă хăнасене вĕренекенсемпе шкулта вăй хуракансем тараватлăн кĕтсе илчĕҫ.

Конференцине Сăкăт вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Анюровапа Надежда Кудряшова ертсе пычĕҫ.

Конференцин пĕрремĕш пайĕнче вĕренекенсем чăваш халăх ҫыравҫин Юхма Мишшин сăввисене тĕлĕнмелле хитре вуларĕҫ. Пĕрремĕшсем вара Валентина Ильина вĕрентекенпе пĕрле юмах кăтартса пачĕҫ. Пĕчĕк артистсем выляса пани пурин кăмăлне те кайрĕ. Ҫавăн пекех Юхма Мишши ячĕпе хисепленсе тăракан шкулти пукане театрне ҫӱрекенсем вылянине те пăхма кăмăллă пулчĕ.

Юхма Мишшине сума суса Сăкăт ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Леонид Чернов, вăтам шкул директорĕ Анатолий Падусев саламласа парнесем пачĕҫ, Сăкăт ялне тĕнче шайне ҫĕкленĕшĕн палăртса тав сăмахĕ каларĕҫ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем Светлана Солдатова, Валентина Федорова, Людмила Сорокина Наталия Антонова шкул директорĕн Тав ҫырăвне вуласа пачĕҫ, хăйсен шкулĕнче вĕренсе тухса вăтам пĕлӱ илнĕ Михаил Ильин паллă ҫыравҫă пулнишĕн мăнаҫланнине палартрĕҫ.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентӱ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн Тав ҫырăвĕпе Юхма Мишшине паллаштарнă май Елена Перепелкина методист ҫапла каларĕ: «Михаил Николаевич, Сирĕн хайлавсем – чăваш халăхĕн летопиҫĕ. Ҫитĕнекен ăрушăн эсир хăвар та, романсемпе повеҫĕрсем те Тăван ҫĕр-шыва юратма вĕрентекен тĕслĕх пулатăр».

Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ячĕпе методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Кулакова Юхма Мишшине кăсăк содержаниллĕ тата илемлĕ чĕлхепе хайланă кĕнекесемшĕн тав сăмахĕ каларĕ, писателе пултарулăх лаҫҫинче тата та малалла ĕҫлеме вăй-хăват сунчĕ. Ҫапла пĕтĕмлетрĕ: «Юхма Мишши самана уттипе тан пыракан писатель. Ҫавăнпа та унăн хайлавĕсем кивелмеҫҫĕ. Ҫамрăк вулаканшăн ҫав тери усăллă вĕсем. Юхма Мишши хайлавĕсем методикăлла кăтартусемпе вĕрентӱ кĕнекисенче те тивĕҫлĕ вырăн йышăннă».

Николай Толстов музыкант ертсе пынипе Владимир Горбунов, Николай Тинюков, Надежда Осипова ҫыравҫăн сăввисемпе кевĕленĕ юрăсене шăрантарчĕҫ.

Юхма Мишшипе  пĕр тăван тетĕшĕ Иван Николаевич Ильин (87 ҫулта) Сăкăт вăтам шкулĕн историне аса илчĕ, Мишша шăллĕ сăвăсем ҫырма пĕчĕклех юратнине аса илчĕ.

Конференцинче Юхма Мишшипе унăн мăшăрĕ Роза Ивановна Шевлепи (22 кĕнеке авторĕ), ачасем валли тухакан «Асамат. Шевле» журнал тĕп редакторĕ Владислав Николаев, чăваш халăхне чунтан парăннă хастар Тимĕр Тяпкин  вĕрентекенсем умĕнче сăмах каларĕҫ, ачасене чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентес ĕҫре ҫитĕнӱсем сунчĕҫ. «Кашни кĕнеке вăл – ҫыравҫăн ачи шутланать. Манăн, хам шутланă тăрăх, 287 кĕнеке тухнă. Апла пулсан манăн ҫавăн чухлĕ пепке. Ҫĕр ытла чĕлхене куҫарнă ман хайлавсене. Эпĕ истори темипе ҫырма шкулта кĕҫĕн классенче вереннĕ чухнех шутланă. Ун чухнех тупа турăм: чăваш халăх историне пĕтĕм халăх вуламалла ҫырса кăтартăп терĕм. Хальхи вăхăтра эпĕ 12 кĕнекеллĕ историллĕ роман ҫыратăп».

Конференцин 2-мĕш пайĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа доклад турĕҫ.

Юхма Мишши хайлавĕсене шкулта вĕрентес пирки Марина Табакова (Кивĕ Ахпӱрт шкулĕ), Светлана Солдатова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), Нина Павлова (Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕ), Валентина Егорова (Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул), Валентина Самарина (Турхан вăтам шкулĕ), Валентина Яковлева (Туҫа вăтам шкулĕ) тухса калаҫрĕҫ.

Ҫавăн пекех Людмила Владимирова (Ишлĕ Шетмĕ шкулĕ), Галина Хлебникова, Татьяна Дмитриева, Марина Иванова (Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул), Людмила Сорокина, Валентина Федорова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), Галина Генералова, Наталия Никитина (Алманчă шкулĕ), Лариса Осипова  (Турхан вăтам шкулĕ), Светлана Кулакова (Ыхра Ҫырми вăтам шкулĕ), тепчевĕсем итлекенсемшĕн кăсăклă пулчĕҫ.

        Конференцине пухăннисем Юхма Мишшин хальтерех тухнă ҫĕнĕ кĕнекисемпе паллашрĕҫ. Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ӱкерĕнчĕҫ.

«Юхма Мишши – чăваш халăхĕн кун-ҫулĕн ҫыравҫи» ăслăлăхпа ĕҫлĕх конференцийĕ тухăҫлă иртрĕ, вăл пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентӱ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ тата Елена Перепелкина методист ҫак пысăк мероприятине тивĕҫлĕ шайра ирттерсе яма майсем туса панăшăн Сăкăт вăтам шкулĕн директорне Анатолий Васильевич Падусева, директорăн ҫумне Антонина Александровна Глуховăна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Валерьевна Анюрова, Надежда Климентьевна Кудряшова, Антонина Петровна Тинюковăна, кĕҫĕн класра вĕрентекенсене, вĕренекенсене чунтан тав тăваҫҫĕ, малашнехи ĕҫре пысăк ҫитĕнӱсем сунаҫҫĕ.